Предыдущая публикация
Мана ӗҫтеш пӗр кун куҫран пӑхса.
Унччен пӗр пытарми, вӑрах пуплерӗ
Хӑй упӑшки ҫине пит тарӑхса.
"Килте сана никам тарӑхтармасть халь,
Куллен апат пӗҫер тесе ыйтмасть.
Киле каян та лӑпкӑ пурӑнан халь.
Мӗн тӑвас тен, никам хурав ыйтмасть".
Вӑл ҫул хам мӑшӑра эпӗ ҫухатрӑм.
Чунри суран нӑйларӗ кунсерен.
Ҫын куҫӗнче хама хавас пек тытрӑм,
Йӗреттӗм ӳлесе ӗҫрен килсен.
Вӗрентекенӗн ун шӑпи ҫапла-тӑр:
Мӗнле пулсан та йӑл ҫеҫ кулмалла.
Пӗлмерӗ ҫав ӗҫтеш: епле-ҫке йывӑр
Чун йӗнӗ чух ҫын умӗнче кулма.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 6
-Ӗҫтеш мӗнь сӑмахӗ пулать тӑванӑм.
Лайӑх ҫыратӑр.Талантлӑ.
Ыйтнӑшӑн ан ҫиленӗр.Чӑн та пӗльместӗп.