Урамра çынсем тăраççĕ,
Калаçаççĕ тем çинчен.
Ак часах вĕсем кураççĕ:
Салтак килет, инçетрен.
Килĕшỹллĕ ун çар тумĕ,
Йăлтăраççĕ медальсем.
Савăнать салтакăн чунĕ:
_ Сывă-и, тăванăмсем!
... Хĕпĕртеççĕ, ыталаççĕ,
Хаклă çын салтак ялта.
Медальне тытса пăхаççĕ.
_ Каласам, мĕнле унта?
Вăрçăран вăл чĕрĕ тухнă,
Çак хитре куна курма.
Суранланнă, юн та юхнă...
Ах, кирлех-ши асăнма?
_ Юлташсем унта патваррăн
Çĕмĕреççĕ тăшмана.
Çĕр-шыва эпир сыхлатпăр,
Мир туптатпăр пурăнма.
Çухату пулать, ăнланăр:
Вăрçă вилĕмсĕр пулмасть.
Пурпĕрех, çакна ан манăр:
Руç нихçан та парăнмасть!
Çĕнтерỹ çумрах, кĕтетпĕр,
Çывхартатпăр шав ăна.
"Фронтпа тыл пĕрле халь", _ тетпĕр,
Пысăк тав ял-йышăма!
... Салтакран нумай ыйтаймăн,
Çирĕп çын сăмах сармасть.
Вăхăта тытса чараймăн:
Отпуск хăвăрт-çке шăвать.
Ак каллех ялтан вăл кайĕ
Çĕнтермешкĕн тăшмана.
Савнине çапла вăл калĕ:
_ Çĕнтеретпĕр! Кĕт мана!
Ив.САЛАНДАЕВ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 2