Предыдущая публикация
Шурă хурăн каларĕ,
Çулçипе пăшăлтатрĕ.
Çаврăнса тухса кайрăн,
Каялла таврăнмарăн.
Хыçалтан пăхса юлтăм,
Сив куçсем асархарăм.
Ма çапла вăл пулать-ши,
Юрату татăлать-ши?
Припев:
Саншăн çеç пурăнаттăм,
Савнăç юрă çыраттăм.
Уйри хурăн шавлаччĕ,
Ăшă çил ачашлаччĕ.
Çепĕç чун савăначчĕ,
Ман чĕре кăр тапатчĕ.
Мĕншĕн-ши улталарăн,
"Юрататăп!"-каларăн?
Припев:
Халь мĕнле ман пурнас-ши?
Халь кампа йăпанас-ши?
Телее упраймарăм,
Чуп тума хăйаймарăм.
Юратма вăтанаттăм,
Йăвашланма хăраттăм.
Ĕмĕтсем татăлаççĕ,
Сурансем çеç юлаççĕ
#музыка
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 2
Слова под эту песню