Предыдущая публикация
(Сăввипе кĕвви Юрий Кашкăрăн)
1.Каш кашларĕ, ах! Хура вăрман
Вăрманçăсем пуртă кăларсан
Тĕрлĕ йывăç, ватти çамрăкки
Пурчĕ хурăн, юман йывăççи
Ӳкрĕç пĕтрĕç çамрăк йывăçсем
Эх! Çаралчĕç вĕсен речĕсем
Пурăнса та курайман вĕсем
Ыттисемшĕн пуç хуракансем.
Хуйхă сывлăшра вĕçет, вĕçет
Суккăр вилĕм алхасса çӳрет
Паттăрсем сăнаççĕ тӳперен
Манăçми юман пек салтаксем
Касса илчĕç амăш çумĕнчен
Туртса илчĕç ашшĕ пилĕнчен
Çамрăк, çирĕп, вăйпиттисене
Куç хуптарчĕç ĕмĕр-ĕмĕрне
Ăнланса та ĕлкĕрейменскерсем
Пĕлĕтсем çинче ĕнтĕ вĕсем
Пурăнса та курайманскерсем
Ыттисе пурнăç паракансем!
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев