ЧЕБОКСАРЫ, ПР. ЛЕНИНА 27, ПР.9-ой ПЯТИЛЕТКИ 19/37,ул. НОВОГОРОДСКАЯ 34
Кăштах та пулин кĕнекери калавсемпе паллаштарас килет. "Пулас арăмпа мунчара" калавра Кирилл пулас арăмне çăмăл машинăпа килне амăшĕпе паллаштарма илсе килет. Анчах амăшĕ мунча хутнă хыççăн пÿрт алăкĕ çине çăра çакса хăварнă . -Пулас арăмпа вĕри мунчара çăвăнса тухнишĕн çылăх пулмĕ,-шутласа илет Кирилл. Мунчаран тухас умĕн каччă икĕ медсестра тата амăшĕ васкаса килнине асăрхать, йĕрке хуралçисем те çитсе тăраççĕ.Мĕн пулса иртни çинчен пĕлсен анчах хырăм тытса кулма тытăнаççĕ .
"Авланасси пулмарĕ" калавра икĕ хут та авланма ĕлкĕрнĕ Куçук юлташне те пулăшма шантарать. Куçук юлташне Марука хăнана чĕнме хушать.-Эпĕ,чăланта кăмака хыçĕнче тăрăп, эсĕ çухалса кайсан ,мĕн каламаллине пÿрнесемпе кăтартса тăрăп,-вĕрентет юлташне.
Илюнпа арăмĕ çинчен çырнă калавсем те мыскарасемпе вĕçленеççĕ.Илюн çухалнă качакине шырама тухса утать. Каç пулса килнине кура пĕр мунчана кĕрсе канма шут тытать,аçамĕпе витĕнет те çывăрса каять. Нумаях та вăхăт иртмест мунча алăкĕ чĕриклетнипе вăранса каять. -Виççемĕш кун ĕнте эсĕ ман арăм шутланатăн,анчах хăна вĕрле туй кăрчами пĕтмесер те килĕсене саланма васкамасть,улах вырăн çукки кăмăла хытă пăсать,тинех кунта пире кансерлекен пулмĕ,-савăнса пĕлтерет упăшки çамрăк арăмне. Ĕç -пуç малалла мĕнпе вĕçленнине кĕнекери калавсемпе паллашнă хыççăн вуçех паллă пулĕ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев