(сăвви Отец Силуанăн, музыки Виталий Адюковăн)
1.Никама та ним те каламастӑп,
Палӑртмастӑп чунӑм ҫуннине...
Хуйхӑ-суйхӑна пусараймастӑп,
Чараймастӑп ӑш вӑрканине.
2.Шӑплӑха ӑнтан савма пуҫларӑм,
Шӑплӑхра ҫеҫ чунӑм уҫӑлать...
Ӑшӑмра ҫӗлен пек чашкӑрсан та,
Ҫын ҫине кӑлармӑп эп ӑна.
Хушса юрламалли:
Ҫӳл тӳпере хӗвел те пур,
Ҫӳл тӳпере уйӑх та пур...
Никама уйрӑм ӑшӑтмасть,
Никама уйрӑм ҫутатмасть.
Ҫут тӗнчере Турӑ та пур,
Тата Турӑ амӑш те пур...
Пурне те пӗр пек хӗрхенет,
Пурне те пӗр пек пехиллет!
3.Итлеместӗп ҫын сӑмаххине халь,
Тӗрӗс мар вӑрҫсассӑн та мана...
Пуҫӑма чиксе кӑна тӑратӑп,
Чулпала персессӗн те хама.
4.Ах мӗн чухлӗ таврара асамлӑх,
Асампа пӗрле ҫӳрет суя...
Юратан пулсассӑн эсӗ Турӑ,
Суеҫсе ятне ан ту кӑна.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 8