Предыдущая публикация
(Музыки Василий Филипповăн
Сăвви Василий Шихрановăн
Юрлаканĕ Александр Арсентьев тата ARS-ушкăн)
1.Ачалăхран тухма пире
Чĕнет хур кайăк çулĕ
Хĕрӳ-çке чун, вĕри чĕре
Çул камах-ши пулĕ!
Чĕнет хур кайăк çулĕ
Вăл пит асамлă пулĕ
Чĕнет пуль çав, чĕнет пуль çав
Ачалăхран тухма пуль çав
2.Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул
Иртет-çке çамрăк ĕмĕр
Хăш чух шерпет, хăш чух куççуль
Парать пире вăл пĕлĕр
Иртет-çке çамрăк ĕмĕр
Час иртмĕ-ха ан тейĕр
Иртет пуль çав, иртет пуль çав
Кăшт тăхтама пĕлмест пул çав
3.Çут шанăçпа тапсан чĕре
Телей тени-çке пулĕ
Чĕнейтĕрех ялан пире
Çула хур кайăк çулĕ
Телей тени-çке пулĕ
Чун-чĕрене вăл тулĕ
Пулать пуль-ха, тулать пуль-ха
Ĕмĕрлĕхе юлать пуль-ха
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 11
"Çула камах-ши пÿлĕ" тесе çырас пулать.