Паян Чӑваш Республикинчи шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсем йӗрке хуралҫисен аслӑ ӑрӑвӗн мухтавлӑ йӑли-йӗркине малалла тӑсаҫҫӗ, хӑйсен ҫӑмӑл мар служба тивӗҫӗсене чыслӑн пурнӑҫласа пыраҫҫӗ.
Ҫак савӑнӑҫлӑ уяв кунӗнче шалти ӗҫсен органӗсен сотрудникӗсем служба ветеранӗсемпе тӗл пулассине те йӑлана кӗртнӗ.
- Эсир ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх, сирӗн опытӑрпа пӗлӗвӗр ҫамрӑк сотрудниксене яланах кирлӗ, - ҫапла палӑртнӑ Елчӗкри полици пайӗн начальникӗ Илнур Шеукетович паян ветерансемпе иртнӗ тӗл пулура.
Салам сӑмахӗсен ҫумне Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый та хутшӑннӑ:
- Сире тивӗҫе чунтан парӑннӑшӑн, ырми-канми ӗҫӗршӗн, пысӑк ӑсталӑхӑршӑн чӗререн тав тӑватӑп!
Тӗл пулу ӑшӑ лару-тӑрура иртнӗ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 2