Яш-кĕрĕм, хĕр-упраç Сурхури иртсен, ултă тата тăхăр эрнерен Çаварние хатĕрленме тытăннă. Вăл нихăш çулта тăхăр эрнерен иртмест. Çăварни нихăçан та пĕр вăхăтра, пĕр числора килмест.Пĕр çул февраль вĕçĕнче,тепĕр çул март уйăхĕнче пулать Кăçал вара Çăварни март уйăхĕн 11–мĕшне тÿр килет. Çăварни тени тепĕр майлă «Çу эрни, çуркуннене кĕни» тени пулать. Çăварни çитес умĕн хĕрсем çĕнĕ тумтир хатĕрленĕ. каччăсем лашисене сĕлĕ çитерсе мăнтăрлатнă, çунисене юсанă. Çăварни чупас килет пулсан, лашуна пăхма ан ÿркен, тенĕ ватăсем. Пÿрт-çурта тасатнă хыççăн Çăварние юрăпа. ташăпа хавассăн кĕтсе илнĕ.
Эх! Çăварни,Çăварни,
Юрă-ташă кăларни.
Çуркуннене чыслани,
Хĕле ĕçсĕр хăварни!
Асаттесен пилĕпе,
Атте-анне ирĕкпе
Пурăнар-ха, тăвансем,
Асран кайми чăвашсем.
Çăварни кунĕ ирех чăваш икерчĕ пĕçернĕ, пĕрремĕш килекене минтер çине лартнă, çуллă икерчĕпе, йăвапа сăйланă, кăпăклă сăра аллине тыттарнă. Атту чăхсем çăмарта та тумĕç, хур-кăвакалсем чĕпĕ те кăлармĕç тенĕ.
И-и! Çăварни,Çăварни,
Катăк çатма икерчи.
Пĕрре çисе пĕтмерĕ.
Иккĕ çиме çитмерĕ.
Çăварни çитет, çу çитет,
Çăварне карса килет.
Юхма икерчи пиçет,
Эрне хушши çитерет.
Çăварни эрнин малтанхи кунне чăвашсем «Асла Çăварни», юлашки вырсарни кунне вара «Кĕçĕн Çăварни» тенĕ
Çăварни, Çăварни!
Паян Кĕçен Çăварни.
Пурте килĕр уява
Сивĕ хĕле ăсатма.
Картлă-картлă пашалу.
Карчĕ тăрăх çу юхать.
Хурăн тăрри хумханать,
Хура халăх пуçтарнать.
Тăхтасамăр тăхлача.
Тунти кун хăй килет тет.
Кекен пуçне çитнĕ тет,
Çуни тулли кулачпа.
Ватти-вĕтти савăнар,
Пĕтĕм чиртен сывалар.
Юрлар-ташлар, йăл! кулар.
Çуркуннене саламлар.
Çăварни кун. ача-пача кунĕпех тавайккинчен яраннă.Чи малтан ярăнса анакана «шыв çулĕ уçакан.» тене.Тăвайккине пĕр витре шыв, пĕр ывăç тырă сапса çапла каланă: «Ку çулта тырри-пулли ăнса пултăр, хăмăлĕ хăмăш пек пултăр, тырри чакан пек пултăр, пĕрчи пăрçа пек пултăр, тĕшши тутлăхлă пултăр, ана-çарана шыв ан илтĕр». Унтан пур ачасем те чи çÿллĕ Кекен ту çинчен çунашкасем илсе тавлашса ярăннă.Камăн çуни инçе каять– акнă кантăрпа йĕтĕн çÿллĕ пулать, инçе каймасть – лутра пулать тенĕ.
Йÿ! -ÿ! Кайтăр, чÿ-чÿ! кайтăр,
Çырма урлă каçса кайтăр.
Кантăр вăрри тутă пултăр,
Çерçи ури шарт! хуçăлтăр!
Эрне тăршшĕ вылянă-кулнă: тĕрлĕ вайăсем ирттернĕ, вĕрен туртса вăй виçнĕ, йывăç урапапа утнă, михĕсемпе кĕрешнĕ. «Кам патша – эп патша» вăййа та манса хăварман. Эх, пуçланнă вара тĕркĕшÿ - пурте патша пуласшăн, хаклă парне илесшĕн, юр купине, тăвайкки çине маларах хăпарасшăн. Ачасем! Эсир те выляма пултаратăр. Ку вăййа çакăн пек выляççĕ: пĕр ачи патша пулать, ыттисем черетпе ăна «сирпĕтсе антарма» тăрăшаççĕ (туртса антараççĕ те тĕксе яраççĕ). Кам нумайрах тытăнса тăрать, çавă – патша, вăл парне илме тивĕç Пăхса тăракансем такмакласа тăраççĕ:
Пат-пат!Патша,
Сана юлчĕ Шапа.
Эсĕ Патша пулмасан,
Кайăк çунат хушмасан.
Эсĕ юлатăн шакла,
Шур сухалу – мăклă,
Аллу туййи – хуçăк.
Пуçу тÿпи – шăтăк.
Кĕçĕн Çăварни кун камăн лаша пур, пурте çуна кÿлсе катаччи чупма тухнă. Мĕншĕн тесен катаччи чупман лаша çурхи ака-сухара ывăнать тенĕ. Çуракинче лашана ан ывăнтăр тесен, ун вăйне катаччи чупса тĕрĕсленĕ. Кантăрла тĕлĕнче ача-пăчасем яраннă. Кантăрла иртсен яш кĕрĕмсем хĕрсене çунасем çине лартса катаччи чупнă.
Катаччи! Катаччи!
Катаччи çитрĕ, çу ситрĕ.
Катаччие тав турăмăр.
Мамăк шывпа сапрăмăр.
Хăрах тупанне катрăмăр.
Пĕр çуна çинче ларакансем тепĕр çуна çинче ларакан хĕрсене, катаччи чупайман каччăсене хурласа юрланă:
И-и! Çăварни, Çăварни!
Çăвар тулли икерчи.
Кĕсье тулли кулачи,
Эрне хушши катаччи!
Çăварни çуни сарлака.
Чун юратман хĕр ларсан,
Шуçтарать те ÿкерет,
Хĕре намăс кăтартать.
Çул хĕрринче тăракан,
Çуна шăлне шутлакан.
Киле кайсан шутлать пуль.
Çăварни чупрăм теет пуль.
Çăварни мĕншĕн килет,
Сар хĕрсене савăнма.
Хурисене хурланма,
Çыррисене çилленме.
Çул хĕрринчи юр купи те
Пар лашана ним те мар.
Атя, ямшăк, яра пар та,
Çын сăмаххи ним те мар.
Çăварнинче ваттисем те айккинче юлман: «Çăварни карчăкĕпе старикки» пулса, чир-чĕр кайтăр тесе тавайккинчен ярăнса аннă: «пăрçи-шăркине » вĕçтернĕ, Турă пÿлĕхрен тепĕр Çăварниччен ырлăхпа сывлăх хушшинче пурăнма тивлетне ыйтнă.
Ырлăх патăр.сывлăх патăр:
Çăварнирен Çăварниччен
Ырă-сывă усратăр!
Пÿлме тулли тыр-пул патăр.
Карта тулли выльăх пултăр:
Вĕлле тулли хурт кĕрлетĕр.
Сакки тулли ывăл-хĕр упалентĕр,
Çапла пултăр!
Çакăн хыççăн ватăсем кашнинех чĕн пушшипе çапса тухнă.
Пурте пĕр-пĕринчен каçару ыйтса ыталашса чуптăвашнă, çылăх каçарттарнă.
Чи юлашкинчен хумхануллă самант. Улăмран тунă пысăк хĕл Катемпине чĕртсе янă. Çунакан кăвайт çине ватти-вĕтти икерчĕ пăрахнă: «Çăвăрни карчăкне» сăйланă. ун йĕри-тавра чир-чĕртен тасалас тесе виçĕ хутчен çаврăнса такмакланă: «Çаварни карчăк.! Тутлăхлă пул, чипер кай! Чир-чĕре ялтан аяккалла илсе кай. Ар пуçне вăй-хал пар, арăм пуçне ырлăх-сывлăх пар!»
Кĕçĕн Çăварни хыççăн, тунти кун Хĕрен эрни пуçлланнă. Тунтикун пĕтĕм çемье типĕ тытнă.Хĕрен курăкĕпе вĕретнĕ шыва çăкăрпа, пулăпа сыпса çинĕ. Типĕ тытнă чух çăкăр,тăвар.çĕр улми, пулă. йÿçĕтнĕ купăста, хăяр, кантăр çăвĕ, йĕтĕн çăвĕ, сухан, ыхра çеç çиме юранă, çапла вара Çăварнирен Мункуна çитиччен çичĕ эрне хушши типĕ тытнă: аш-какай, çу -çăмарта çимен.
Çăварни пуриншĕн те, ваттисемшĕн те, çамрăккисемшĕн те, ачасемшĕн те – питех те пысăк савăнăслă çурхи уяв шутланнă. Малалла та çак ырă йăла-йĕркене манас марччĕ, уява чыслăн кĕтсе илесчĕ, тăвансем.
Çакна та асра тытăр, Çăварни хушши уяр пулсан, утă çийĕ уяр пулать, тăман тухсан, утă çий. йĕпе пулать. Хĕрен эрни сивĕ тăрсан. çур ăшă килет. Хĕрен эрнинче ăшă пулса тумла юхсан, çăвĕпех уяр пулать.Пĕр кун тумла юхсан, çур тырри акнă вахатра пĕр эрне тăм ÿкет, икĕ кун тумла юхсан, икĕ эрне тăм ÿкет Шанмасан, тĕрĕслесе пăхăр.
Кекен ялĕ, Никифорова Мелания.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1