Мирлĕ пурнăç хуралçи! Салам!
Паян санра пысăк тĕрек.
Мухтав сана, паттăр салтак,
Çĕршыва хÿтеленĕшĕн тав!
Тăван çĕшыв – пуçран хакли,
Кашни çыннах вăл - чи кирли.
Унăн ăшши – чĕре тулли,
Пуянлăхĕ – кашнин валли.
Тăван çĕршыв çирĕп пулсан,
Ывăал-хĕрÿ те хур курман.
Тăван çĕршыв, эс сыв пулсан,
Тăван йăву та пулĕ сан.
Тăван çĕршыв çирĕплĕхĕ
Вутлă арминчен килет.
Çапăçмашкăн питĕ вирлĕ
Харсăр салтак çеç пĕлет.
Салтак ятне илес тени -
Пасар кулач çини çеç мар.
Йывăрлăхра нуша тÿсни -
Сала йытти пулни те мар.
Салтак служби пит тăварлă,
Çăкăрĕ те ват пек йÿçĕ.
Пурнăçĕ ун вут-кăварлă,
Çавăнпа хисеплĕ ячĕ.
Паттăр салтак пур çинче
Усал тăшман нимех мар.
Раççей çарĕ пур çинче
Хăрушлăхран хăрар мар.
Тăван çршыв чысĕшĕн
Сыхă тăрать харсăр çар.
Халăх пурлăх тĕрекĕшĕн
Пурте пĕрле кар тăрар.
Салтак пулса курмасăр
Пурнăç хакне чухлаймăн.
Çапăçура пулмасăр
Нуша мĕнне пĕлеймĕн.
Тăшман –çĕлен! Эс ан ĕнен,
Ăна шансан, чунсăр юлан.
Ялан сыхă тăрсан кăна
Тăшман пуçне эс çĕнтерен.
Вăрçă вăл – чи хăрушши,
Хÿтĕлевçĕ! Сыхă тăр!
Тăшманпа кĕрешесси -
Вăй виçсе выляни мар.
Мирлĕ пурнăçăн тĕрекĕ!
Санран вăйли ним те çук.
Мирте пулсан, пирте пулĕ,
Миртен асли ним те çук.
Кекен ялĕ, Никифорова Мелания
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев