Куҫа-куҫӑн илӗртни.
Куҫсемпеле пӑхнӑ чух,
Тутасемпе кулнӑ чух
Чӗвӗл-чӗвӗл калаҫса
Ыталашса чуптуни.
Чӗлтӗр-чӗлтӗр сӑн курса
Вӗри туйӑмпа ҫунни.
Юрату - яшлӑх парни.
Яшлӑхра пӗрре пулать.
Юрату - пурнӑҫ юрри
Юратсан пуҫа ҫаврать.
Ҫумра савни пулсассӑн,
Каҫхи кун та хӗвеллӗ.
Тур хушнине тупсассӑн,
Пурнан пурнӑҫ илемлӗ.
Савӑнӑҫпа чун тулсан,
Ак пуҫланать савӑшу.
Кӗвӗҫме май тупӑнсан,
Хуҫаланать харкашу.
Ҫакӑ-шим вӑл юрату?
Мӗншӗн ун пур ырату?
Юрату вӑл вӑйӑ мар,
Ялан ырлӑх кӑна мар.
Хушша тӑшман кӗрсессӗн,
Ҫут хӗвел те ҫутатмасть.
Чунра ӑшӑ пӗтсессӗн,
Нихӑҫан та юсанмасть.
Юратуран хӳтлӗх ҫук,
Юратусӑр пурнӑҫ ҫук.
Пӗрне-пӗри юратар,
Чунтан савса пурӑнар.
Кекен ялӗ, Мелания Никифорва.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев