Описание товара
ÇĔНĔ НОМЕРТЕ:
ЫЙТ́ĂМ: Салтак пăтти тутлă-и?
ЧР ПУÇЛĂХĔН СТИПЕНДИАЧĔ: "Кашни йывăрлăх вăйланма пулăшать", - тет Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туктамăш каччи Андрей Терентьев.
ЧУН ЫРАТАТЬ: ПУЛĂШĂР! Ăна килĕшес тесен манăн мĕнле пулмалла?
ЫРĂ ТĂВАКАНСЕН ÇУЛТАЛĂКĔ: Шупашкарти волонтер центрĕн ертÿçипе Юлия Егоровăпа ирттернĕ калаçу.
ТИШКЕРŸ: Эстрадăри "йĕкĕрешсем".
КУЛЬТУРА ХУРАНĔ: Людмила Семеновăна Кавказра вăрласа юлман-ши? Комиссаров таврăннă. Виктор Петров çĕнĕ фильм ÿкернĕ. Чăваш Енри Нефертити.
ТУСЛĂХ КĂШĂЛĔ: Узбек каччи Шупашкарти аслă шкул чысне хÿтĕлет.
ХИТРЕ ТУМЛАНАР-И? Хĕр илемĕ - тутăр.
ÇУЛ ÇŸРЕВ: "Ку çĕршывра пурнăç лайăх тенине илтнĕ-ха, анчах çав тери чаплă тесе шухăшламан". Оксана Баскакова - Германи çинчен.
ХУПЛАШКАРИ СĂН ŸКЕРЧĔК: Диана: Юрланăран телейлĕ эпĕ.
ПРОФЕССИРИ ПĔР КУН: "Кашни çыннăн хăйĕн юратнă ĕçĕ пур. Ÿкерме юратаканни ĕмĕрĕпех çав ĕçре аппаланать. Мана вара çул тума килешет", - тет строительствăри монтаж ĕçĕсен мастерĕ Петя МАЙОРОВ.
ЮРАТУ-ЫРАТУ: Çар çыннине кăмăллатăп. Мана тиркенĕ хĕре юратса...
ТЕАТР: К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ 100 çулта.
КАЛАВ: Амăшĕн чĕри.
ТĔПЕЛТЕ: Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн дикторĕ Валентина Михайлова "Кайăк сĕчĕ" торт пĕçерме вĕрентет.
ПИРĔН ВЕРНИСАЖ: Анатолий Александрович Дуняк, музыкант.
ЧР ХĔРЛĔ КĔНЕКИНЧЕН: Симĕс нăрă (бронзовка). Майра кăмпи.
Подробнее
Нет комментариев