Сителте пурӑнакансем кар тӑрса хӑйсен вӑйӗпе Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫӗсене хунӑ паттӑрсене асӑнса лартнӑ палӑка ҫӗнетме тытӑннӑ. Пуҫласа никӗсне улӑштарнӑ. Унчченхине пӑсса тӗпӗ йӗрӗпех тирпейленӗ. Умне плита сарса хитрелетнӗ. Маларах вырнаҫтарнӑ ветерансен списокӗ яланах курӑнтӑр тесе прожекторсем лартнӑ.     Хастар халӑх кӗске вӑхӑтрах нумай ӗҫ тума пултарнӑ. Малалла пурнӑҫламаллисене те палӑртса хунӑ.      Ял старости Юрий Степанов ертсе пыракан ушкӑна Сителшӗн тӑрӑшнишӗн чунтан тав тӑватпӑр. Вӗсене яланах ҫапла сӑваплӑ ӗҫсем тума ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр.
    6 комментариев
    73 класса
    33 комментария
    49 классов
    С Днём 🇷🇺🇷🇺🇷🇺
    1 комментарий
    12 классов
    Раҫҫей ялавӗ - Патшалӑх чысӗ те мухтавӗ!    🇷🇺Ҫак кунсенче эпир Раҫҫей Патшалӑх ялавӗн кунне паллӑ тӑватпӑр. Виҫӗ тӗспелӗн вӗлкӗшекенскер пирӗн ҫӗршыв пӗрлӗхре пулнине, унӑн халӑхӗ туслӑ пурӑннине ҫирӗплетет.     Сителти культура ӗҫченӗсем ачасем хамӑр патшалӑх  пирки ытларах пӗлччӗр тесе августӑн 22-мӗш кунне халалласа мероприяти йӗркелерӗҫ.  Малтан уява пухӑннисене вулавӑш ҫуртне йыхравларӗҫ. Унта вӗсем виҫӗ тӗслӗ ялавӑн историйӗпе тӗплӗн паллашрӗҫ. Ҫавӑн пекех Оксана Хомуткина библиотекарь хатĕрленӗ презентацине тишкерсе тухрӗҫ. Вӑл каласа панӑ историллӗ пулӑмсене тӗплӗн итлесе киленчӗҫ.    Уявӑн иккӗмӗш пайӗ уҫӑ сывлӑшра пулчӗ. Унта Ирина Лякова культорганизатор "Хаваслӑ старт" ирттерсе ачасене спортпа тата та ҫывӑхланма майсем туса пачӗ. Пӗчӗк юлташсем тӗрлӗ вӑйӑсенче ӑмӑртса савӑнчӗҫ.     Ҫакӑн йышши паттӑрлӑх туйӑмӗсене ҫуратакан мероприятисен уссийӗ пысӑк пулни курӑмлӑ.  Вӗсенче ачасем хӑйсене, юлташӗсене, тӑван ҫӗршыва хисеплеме, хаклама вӗренеҫҫӗ.
    0 комментариев
    22 класса
    Сӑпасра савӑнса юлас! "Иккӗмӗш Сӑпасра чухӑн та панулми ҫиет", — тенӗ авалтан. Ҫинӗ чухне вара лайӑххи пирки ҫеҫ ӗмӗтленмелле тесе аса илтереҫҫӗ Сителти культура ӗҫченӗсем. Паян вӗсем ҫак пысӑк уяв ячӗпе ачасем валли "Сӑпасра савӑнса юлас!" мероприяти ирттерчӗҫ. Унта ялти шӑпӑрлансем хаваспах хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ. Вӗсене Оксана Хомуткина библиотекарьпа Ирина Лякова культорганизатор тӗрлӗ конкурссенче ӑмӑрттарчӗҫ. Ачасем Панулми сӑпасӗ пулнӑран ҫак питӗ тутлӑ та усӑллӑ ҫимӗҫпе ҫыхӑннӑ вӑйӑсене те савӑнсах вылярӗҫ. Унтан ӑмӑртусенче чупса ӗшеннӗ хыҫҫӑн пурте тулли кӑмӑлпа уявӑн историйӗпе, йӑли-йӗркипе паллашрӗҫ. Панулми сӑпасне халалланӑ мероприяти ачасене питӗ килӗшрӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ шӑпӑрлансене тӗн уявӗсен пӗлтерӗшӗпе историне, халӑхӑн авалтан пыракан йӑли-йӗркипе паллаштарасси пулчӗ.
    9 комментариев
    43 класса
    🍎19 августа отмечается Яблочный Спас, православная церковь встречает церковный праздник Преображение Господа Бога и Спаса нашего Иисуса Христа. Первые собранные в Яблочный Спас плоды освящали в церкви и только потом ели. Доедая последний кусок яблока, люди загадывали желание и верили, что оно обязательно исполнится. В этот день нельзя заниматься домашними делами, убираться, делать ремонт. Можно собирать урожай, готовить блюда и заготовки, особенно из яблок. Все прочие работы лучше оставить на другой день, а этот провести с традиционными обрядами или походом в церковь, молитвами, добрыми делами. Если с кем-то возник конфликт, ссора, разногласие, то сегодня можно примириться.
    1 комментарий
    4 класса
    Паттӑрсен ячӗсем манӑҫмаҫҫӗ! Паян Сителте пурӑнакансемшӗн чӑннипех ӗмӗр асра юлмалли кун пулчӗ. Ялта тӗрлӗ ҫулсенче хӗрӳ вӑрҫӑллӑ вырӑнсенче салтак тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ ентешсене хисеплесе тата Афган ҫӗрӗ ҫинче паттӑрла ҫапӑҫса пуҫне хунӑ Александр Журавлева асра тытса тунӑ монумента уҫрӗҫ. Мероприятине халӑхпа пӗрле Первомайски территори пайӗн ертӳҫи Леонид Пыркин, Патӑрьел округӗн депутачӗ Александр Иванов, ялти хисеплӗ учитель Вера Козлова, ветеран-десантник Арсентий Иванов, Афганистанра службӑра тӑнӑ Пётр Макаров, Сергей Кузьмичёв тата ытти салтак-ветерансем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ял ҫыннисене кар тӑрса монумент ҫӗклеме пулӑшнӑшӑн, сӑваплӑ ӗҫ пуҫарнӑшӑн ырларӗҫ. Паттӑрсене манманнишӗн, вӗсене аса илсе пурӑннишӗн мухтарӗҫ. Первомайски территори пайӗн ячӗпе уйрӑм ҫынсене тав хучӗсемпе чысларӗҫ. Монумент уҫнӑ ҫӗре Александр Журавлевӑн тӑванӗсем, пӗрле вӗреннӗ юлташӗсем, пӗлӗшӗсем те килмешкӗн хапӑл турӗҫ. Вӗсем Сашӑн амӑшне ҫирӗп чунлӑ, чӑн-чӑн патриота ҫуратса воспитани панӑшӑн ырӑ сӑмахсем каларӗҫ. Ӑна тата ытти ентешсене яланах асра тытассине пӗлтерчӗҫ. Ҫапла вӑл, чӑннипех. Эпир асра тытнӑ чухне паттӑрсем вилмеҫҫӗ, вӗсен ячӗсем манӑҫмаҫҫӗ.
    8 комментариев
    166 классов
    90 ҫул ячӗпе ӑшӑ салам! 🎉Уяв кунĕнче çуралнă çынсене телейлĕ теççĕ. Чăнах та çапла пулнине пĕрре те иккĕленместпӗр. Акă Иленре çут тĕнчене килнĕ Илюк тете те хăйĕн пирки çакнах çирĕплетет. Ара чăннипех тăван анне парнеленĕ пурнăç илемĕпе 90 çул киленсе пурăнаканскере ниепле те телейсĕр тесе калаймăн. Сителти Илья Федорович Ляков мĕн пурнăç тăршшĕпех тăван колхозра ырми-канми тăрăшнă. Виçĕ ача ашшĕ, юратнă кукаçи чăннипех маттур та пултаруллӑ. Ара вăл йывăр самана вăхăтĕнче çут тĕнчене килнĕ пулсан та нихăçан та алă усса ларман. Яланах малалла утма, çителĕклĕ пурнăç тума тăрăшнă. Мăшăрĕпе пĕрле ачисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерес тесе кунĕн-çĕрĕн алăран ĕç яман, пĕрмай мĕн те пулсан тумашкăн ăнтăлнă. Илюк тете епле маттуррипе тăрăшуллă пулнине Турри курнах ĕнтĕ. Çавăнпа та ăна вăрăм та телейлĕ кунсем парнеленĕ. Ватлăхра та пĕр вырăнта ларса-тăма пĕлменскере, аллинче яланах ĕç вĕрекенскере хисеплесе сумлă юбилейпа Патăрьел округ администрацийӗн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн саламне Аслă Арапуç ял территори пайӗн ертӳҫи Леонид Пыркин тата культура ӗҫченӗсем илсе ҫитерчӗҫ. Вĕсем юбиляра сумлă парнепе чысланă май ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунса пĕр май çакăн пек маттур, тăрăшуллă пулма сунчĕç. Хисеплĕ Илья Федоровича хăйĕн пурнăçĕнче яла аталантарма пулăшнă пархатарлă ĕçсемшĕн, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса вĕсене вӗрентсе пынишĕн тав турĕç. Ҫавӑн пекех Валерий Фролов ватта сума суса илемлӗ юрӑсепе савӑнтарчӗ. Юбиляр хӑй те ҫамрӑк чухнехине аса илсе алла купӑс тытрӗ. Хӑнасене чӑваш ҫеммисем каласа тӗлӗнтерчӗ. 🎉Ҫапла Илюк тетене малашне те сывлӑхпа пурӑнма уйӑх пек ҫутӑ кун-ҫул, ҫурхи хӗвел пек ырӑ кӑмӑл, инҫет ҫул евӗр вӑрӑм ӗмӗр, куҫ тулли телей сунатпӑр.
    13 комментариев
    87 классов
    15 комментариев
    20 классов
    71 комментарий
    82 класса
Показать ещё