Паян чӑвашсем, юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Пукрав кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Вăл кĕрхи пысăк уявсенчен пĕри. Ӑна мӗн авалтан уявлӑнӑ.
Пукрав кĕрпе хĕл тĕл пулнине палăртать. Пăрçа кукли, кăмпа - Пукрав уявĕн паллисем. Пăрçа сивве парăнмасть, çавăн пекех пирĕн те çирĕп пуласчĕ тесе ҫынсем сăйланаççĕ.
Сителти хастар та маттур хӗрарӑмсен ушкӑнӗ Пукрава паллӑ тума клубпа библиотекана пуҫтарӑнчӗ. Вӗсене культура ӗҫченӗсем уявӑн историйӗпе, унӑн сӑнавӗсемпе паллаштарчӗҫ. Оксана Хомуткина библиотекарь пухӑннисене "Литературӑллӑ Чӑваш Ен- 2023" конкурса хутшӑнннӑ кӗнекесемпе паллаштарчӗ. Ытларахӑшӗ Мая Салампин произведенийӗсене килӗштерчӗҫ. Сӑввисене юратса вуларӗҫ.
Пукрав ячӗпе хӗрарӑмсем уяв ӑшшине хупса тутлӑ кукӑлсем пӗҫерсе килнӗ. Вӗсемпе пӗр-пӗрне сӑйларӗҫ. Ҫав хушӑрах уявпа ҫыхӑннӑ пулӑмсене каласа парса савӑнтарчӗҫ.
Пукравра урамра сивӗ пулсан та чунра яланах ӑшӑ пултӑр тесе хӗрарӑмсен ушкӑнӗ чунтанах савӑнчӗ, уява аван ирттерсе яма тӑрӑшрӗ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 10