Предыдущая публикация
Юман, çăка ӳсеççĕ çумлă,
Пит килĕшӳллĕ, мĕнешкел!
Атте-анне пирĕншĕн сумлă,
Шăписемпе те пĕрешкел.
Анне сăпайлăхне туятăп
Сап - сар çеçкеллĕ çăкара.
Асамлăхпа чуна уçатăп,
Пулсам, анне, ялан çумра.
Атте патварлăхне туятăп
Лаштра мăнаçлă юманра.
Вăй - халăма хушса пыратăп,
Пулсам, атте, ялан çумра.
Кил ăшшине эпĕ туятăп,
Атте - анне сывă чухне.
Пурнăçпала çирĕп утатăп,
Асра тытса вĕсен пилне.
Юман, çăка ӳсеççĕ çумлă,
Килĕштерсе тавралăхпа.
Атте - анне те ялан çумлă,
Çапла вăл пĕрешкел шăпа.
Сӑвӑ авторӗ Клементьева Л.Ф.
#хитре_сӑвӑсем #чăваш_сӑввисем #чăвашсем #чăваш_чĕлхи
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев