Иртеҫ кунсем, иртеҫ ҫулсем,
Умра тата нумай ӗҫсем.
Ҫулсем иртнишӗн ан кулян,
Ӑс-хакӑлран эс халь пуян.
Иртнӗ ҫулсем те нумай мар,
Тунӑ ӗҫсем те сахал мар.
Ӗҫлетӗн эсӗ тӑрӑшса,
Ачасене пӗлӳ парса.
Ывӑлсемпе эсӗ мухтан,
Телейлӗ эс вӗсем пуртан.
Мӑнук та пур вӗт халӗ сан,
Чуну хавас ӑна курсан.
Телейлӗ пул эс ӗмӗрех,
Хаваслӑ кулӑ ҫиҫтӗрех.
Шав чентӗр ӗмӗт малалла,
Ырӑ ӗҫсем сан тумалла.
Вӑрӑм пултӑр санӑн ӗмӗр,
Пултӑр сывлӑх хурҫӑ евӗр.
Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр пултӑр,
Тулӑх кӗр пек пуянлантӑр.
Ҫутӑ ӗмӗт вӑй-хал кӳтӗр,
Тӳрӗ ҫулпа ҫеҫ уттартӑр.
Чун ӑшши нихҫан ан сӳнтӗр,
Сар хӗвел пулса вырнаҫтӑр.
Турӑ панӑ хӳхӗм чунли,
Эсӗ маншӑн чи илемли.
Мухтанатӑп эпӗ санпа,
Саламлатӑп чыслӑ кунпа.
25.01.2025, Кекен ялӗ, Мелания Никифорва.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1