Предыдущая публикация
Шап-шурă юрĕ кăчăр-кăчăр
Кăчăртатать ура пуссан,
Çÿл тÿперен çап-çутă çăлтăр
Çул çутатать хĕмне сапса.
Юмахри пек тавралăх капăр –
Ахах-мерченĕн ялкăшать,
Паянхи каç чунра та сапăр,
Асамлăх кантăкран шаккать.
Килрен-киле чупать вĕт-шакăр:
– Пулинччĕ ăнăçлă ку çул!
Шап-шурă юрĕ вĕçĕм саптăр,
Ÿсейтĕр кашласа тыр-пул.
Сĕтел çинче сап-сарă мăйăр,
Сип-симĕс чăрăш юнашар.
Çемьепеле лармашкăн ырă –
Ун ăшшине ялан упрар.
Сăвă авторĕ – Лариса Сергеева
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1