Предыдущая публикация
Ҫĕнĕ ҫулăн урхамахĕ
Пуҫне ухса ҫеҫ пырать.
Уҫă саслă шăнкăравĕ
Аякранах сас парать.
Сехет йĕпписем васкаҫҫĕ,
Ҫĕнĕ ҫула ҫывхартса.
Пурте ăшшăн саламлаҫҫĕ,
Пĕр-пĕрне ырă сунса.
Чун-чĕрешĕн питĕ ҫывăх
Ҫĕнĕ ҫул саламĕсем.
Пултăр ырлăх, пултăр сывлăх,
Пурнăҫланччĕр ĕмĕтсем.
Ҫĕнĕ ҫула пурте хапăл:
Ватти-вĕтти, ҫамрăкки.
Парнелетĕр савăк кăмăл
Ҫĕнĕ ҫулăн кĕреки.
Ҫĕнĕ ҫул – ҫемйе уявĕ,
Тус – тăванпа уявлар.
Тараватлă ун йыхравĕ,
Юрлар, ташлар, савăнар.
Сӑвӑ авторӗ Клементьева Л.Ф.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев