Предыдущая публикация
Ҫутӑ ир ырӑпа ҫеҫ пуҫлантӑр
Ҫутӑ ир ырӑпа ҫеҫ пуҫлантӑр,
Сар хӗвелӗ ҫутаттӑр ялан.
Кам та кам чечекпе саламлатӑр,
Е открытка вӗҫтертӗр тӑван.
Чей шӑрши ырӑ туйӑм вӑраттӑр,
Сиплӗх пултӑр пылпа лимонран.
Ҫывӑх ҫын ӑшӑпа савӑнтартӑр,
Тунсӑх сӗмӗ ан ҫаптӑр нихҫан.
Ҫутӑ ир кулӑпа ҫеҫ пуҫлантӑр,
Пӗр-пӗрне чунтанах савнӑран.
Савӑк юрӑ черетлӗн шӑрантӑр,
Таврари илеме туйнӑран.
Марина Иванова
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1