Кондратьев профессора хăйне хăй ăнтан кайса юратнă этем теме йывӑр. Унӑн юратăвĕ урăх пулнă. Вӑл - чӑваш халӑхĕ. Совет саманинче кĕнекесем нумай вуласа ӳснĕ этем чăннипех ҫапла шутланă: "Ӗмӗтӳсенче, пурăнăҫунта, ӗҫӳнте чи малтан тӑван халӑх, кайран ху. Халӑх пулсан, эсĕ пур. Халӑху пĕтсен эсĕ те ҫавра ҫил вӗҫтерсе иртекен тусан ҫеҫ!".
Ашшĕ-амăшĕн пысӑк ҫемьинче те ҫаплах шухăшланă пулас. Тен, ҫавăнпа та вĕсен йышĕнче ҫуралнă куна та, кашни пилĕк ҫултан юбилее те тӑван-хурăнташ, тус-юлташ уйрăм паллӑ туман, уявламан.
Чаплă профессорăн юбилейне уявлас шухăш пуçласа республикăри пысӑк ентешлĕхӗн планне 1995 ҫулта кĕрсе ларчĕ. Алексей Александрович ҫуралнӑранпа 65 ҫитет иккен.
Анчах профессор обществă планĕпе пач килĕшмерӗ. Ҫавăнпа хастарсене Кондратьевăн юбилейне хăйне систермесĕр, урăх сăлтавсемпе (ҫав шутра пӗр сумлă фронтовикӗн юбилейĕпе усăланса та) хатĕрлеме тиврĕ.
Ҫак опыт профессорăн 70 ҫулне (видео ҫинче) ирттерес ӗҫе чылай ҫӑмӑллатрӗ. Анчах унчченхи пекех ӑна та вăрттăн хатĕрленсе ирттертӗмӗр... Камсене йыхравланине илтсен Алексей Александрович юбилея уҫичченех хупаймарӗ. Юбилей палӑртнӑ пекех иртсе кайрӗ. Асра юлчӗ. Профессор хăй кăна мар, юбилее пухăннисем те видео ҫинче ӗмӗрлӗхе ӳкерĕнсе юлчӗҫ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев