ЧĂВАШ ЫВĂЛĔ 1.
Юмах
Çывăрма эс выртиччен
Лар çывăхарах, çума.
Пĕр чăваш ачи çинчен Итлесем юмахăма.
Ку ĕç пулнă ĕлĕкрех. Пĕлмелле сан пурпĕрех
Эп юптарнă юмаха.
Туймалла асамлăха.
Пĕр çын чухăн пулнăран
Тухайман, тет, нушаран.
Ачине авлантарма Мĕскĕн тек шыранă май.
Ашшĕ-амăш тăрăшса
Ывăлне телей пама,
Панă муллă хĕр тупса,
Чухăнран пуян пулма.
Муллă ашшĕ хăй хĕрне
Пĕр лаша та пĕр ĕне,
Чăх-чĕппе пĕр сурăхне
Панă имĕш пил ятне.
Пурăннă аван малтан,
Лекнĕ инкеке кайран:
Пурнăç тикĕс пулманран, Арăмĕ вилсе кайсан.
Ашшĕ-амăшĕ вилсен,
Кунпала ĕç вĕçленмен,
Мур ерсен пĕр эрнерен
Выльăх вилнĕ витере.
Кашкăрсем те сурăхне
Пăвнă кĕрсе витине.
Инкек çитнĕ те килне,
Хуçнă хресчен ĕмĕтне.
Пурăннă май пуш пÿртре,
Канлĕх тупнă пахчинче.
Асăрханă вăл пĕрре 2. Çутă кÿлĕ хĕрринче
Пит илемлĕ сар хĕре,
Хĕвелпи ятлăскере.
Йăлт пăхать хĕр, йăл кулать -
Сар хĕвел пек туйăнать.
Хĕвелпи шыва кĕрет -
Тăрă шывăн хумĕнче,
Акăш тейĕн, чÿхенет
Кевти уйăх çутинче.
Хĕвелпи шывран тухать,
Кĕпине вăл çухатать.
Умĕнче качча курсан,
Йăлăнса ыйтать унран:
«Пар эс манăн кĕпене,
Вăтанатăп эп санран.
Пит васкап атте килне.
Мĕн ыйтасшăн эс манран?»
« Кĕпÿне илес тесен - Парăп - çакна пĕлтерсен: Мĕншĕн çук телейĕм ман? Мĕншĕн ырлăх эп курман?
Пурччĕ арăм – юратни,
Атте-анне – ăс пани,
Халĕ юлтăм пĕр-пĕччен,
Пурнăçăм ман пит кичем.
Картари пур выльăх та
Вилсе пĕтрĕ çич кунта.
Йăлт пĕтерчĕ ирсĕр мур,
Шанмасассăн пыр та кур!»
«Эп пĕлмеп, илтмен хальччен
Ыйтмалла пĕлекенрен,
Çутă, ăшă Хĕвелрен.
Вăл пурне те пĕлекен».
«Хамăн телейе тупса Пурăнасчĕ юп курса».
«Эсĕ тупăн телейне, 3.
Парсанах ман кĕпене.»
Кĕпине парсан хĕре,
Миххинчен çăмха илсен,
Пăрахсан ăна çĕре
«Кай,- тет,- çакăн хыçĕнчен».
Кайрĕ, тет, çăмха кусса, Пымалла пек вăл усса:
Тунă ăна ылтăнран
Çук пуль илемли унран.
Çăмха каçпа пытанать, Ирпеле тин тупăнать. Çак ача пит савăнать, Телейне тупмах шутлать.
Чăваш ывăлĕ пырать,
Çăмхаран пĕр шит юлмасть.
Инçетре ак мĕн курать,
Курнине хăй те шанмасть.
Тÿпере хĕвел шăвать,
Ăна ăшшăн йышăнать.
«Мĕн ыйтасшăн эс манран?»-
Тилмĕрет вăл ачаран.
"Пур çĕрте те эс пулан, Çын курманнине куран. Ма ман пурлăх, телей çук? Пурăнап – чăн ăçтиçук?!..
Пурччĕ арăм – юратни,
Атте-анне – ăс пани,
Халĕ эпĕ тăр пĕччен,
Пурнăçăм та пит кичем.
Картари пур выльăх та
Вилсе пĕтрĕ çич кунта.
Йăлт пĕтерчĕ ирсĕр мур,
Шанмасассăн пыр та кур!»
«Турăран ыйтас пулать,
Яланах вăл пулăшать.
Çăмăл мар унта çитме, 4.
Çилçунат парап вĕçме».
Кĕç чăваш ачи çитет Çут тĕнче хуçи патне. Турă хайхине кĕтет, Тĕпчет мĕншĕн килнине.
Чăваш ачи Турăран,
Вăтанмасăрах унран,
Терт-нушасăр пурăнма Йăлăнать телей пама..
«Манăн виçĕ тарçăран Пихампар асли пулсан, Пÿлĕх те Кепепе пур, Шанмасассăн кĕр те кур.
Ăнлантарăп-ха сана
Кам мĕнле ĕçсем тăвать:
Пихампар – карта сыхлать,
Выльăхсен йышне упрать.
Пÿлĕхĕ телей пÿрет,
Пиллесессĕн телейне,
Пурлăхпа телей кÿрет Валеçсе çын шăпине.
Кепе те кунтах тăрать,
Çип çăмхийĕ кумавлать,
Çул тупмашкăн пулăшать,
Пур вăйран пит тăрăшать."
Чăваш ачи ерипен
Хăйса ыйтать Пÿлĕхрен:
"Мĕншĕн çук телейĕм ман?
Мĕншĕн ырлăхне курман?»
"Эп телей валеçнĕ кун
Юлтăн çăпата сырса. Тÿсрĕ-ши епле сан чун? - Пурăнтăн нушаланса».
«Пихампар, ăнлантарсам: 5.
Телее епле тупам?
Картари пур выльăх та
Вилсе пĕтрĕ çич кунта.»
"Пихампар та çимесен
Выльăх-чĕрлĕх сыхлаймасть.
Чÿк туса ирттермесен
Витере йыш хунамасть.
Аслă Турă умĕнче
Явапа тытас пулать.
Пурăнсассăн çĕр çинче
Ăш-чик çылăхпа тулать".
Кепе те кунтах иккен,
Çип çăмхине кумавлать,
Çул тупма çулран çĕтсен
Пур çынна та пулăшать.
Турри парсан сан сăнна -
Пÿлĕхçи пÿлет çулне.
Пÿлĕхçи пÿрсен сана –
Пихампар илет мулне.
Мелания Никифорова, Кекен ялĕ.
Нет комментариев