Куç умĕнчех тытаттăмччĕ сăнна.
Ун чух хăймарăм çывăха пыма,
Вара пуçларăм çулăмпа çунма.
Туймарăн пуль вутпа эп çуннине,
Сисмерĕн те-и çиçĕм çиçнине.
Чĕртсе хăвартăн çулăм чĕрере,
Манран инçе халь эс, «леш тĕнчере.»
Çут çăлтăрлăн çиçетчĕç куçусем,
Кулатчĕç тем калас пек тутусем.
Тăрса эп юлтăм тăлăх, пĕр- пĕччен,
Халь пурăнма та сансăррăн кичем.
Хĕвел пек çутататтăн çулăма.
Таса черчен те çепĕç туйăма
Хальччен упратăп хамăн чĕрере,
Вутне çитерĕп хамăн ĕмĕре.
Пĕр саншăн эп пултарнă çуралма,
Чуна тытатăп çăлкуçран таса.
Аннÿ вĕрентнĕ ырă çын пулма,
Пехил те панă пурăнма савса.
Пĕрле пулма пÿрмерĕ ĕмĕрех,
Савса пĕрне-пĕри, телей сунса.
Чăн юрату хĕмне туйса пĕрех
Пурăнмалла чух иккĕн савăнса.
Халь ватăлтăм, иртнĕçем çулсем,
Хавшать пуль сывлăх вăхăт иртнĕ май.
Малта нумай-ха тумалли ĕçсем,
Ыйтатăп сывлăх Турăран пĕрмай.
Кекен ялĕ, Мелания Никифорова.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 6