Паттăр! Эсĕ сыввăн таврăн!
Мĕншĕн вăрçă кирлĕ пулчĕ?
Мирлĕ пурнăç пит аванччĕ.
Тинĕс шывĕ шывсăр тăмĕ,
Вăрçăн кунĕ юнсăр пулмĕ.
Вилĕм-çăтăм хуçаланĕ,
Çутă хĕвел тĕксĕмленĕ.
Капăр тумлă çĕрĕн пичĕ
Куртăр, акă, юнпа тулчĕ!
Шутсăр нумай салтак вилчĕ,
Савнă хĕрĕн шанчăк сÿнчĕ,
Хуйхă çине хуйхă пулчĕ,
Аттĕш- аннĕш тăлăх юлчĕ.
Паттăр салтак пуçне хучĕ,
Çамрăк каччăн куç хупланчĕ.
Вут-кăварлă хĕçпăшал!
Пирĕн куçран эс çухал.
Кутсăр-пуçсăр тăхлан витĕр
Паттăр тухтăр пĕр сурансăр .
Амăш панă пехил çиттĕр,
Пурнăç пулĕ мĕнле унсăр.
Паттăр вăл - вăрçăн хăвачĕ,
Çĕршывăн çирĕп çуначĕ.
Паттăр пĕтĕм вăйне панă
Пирĕншĕн вăл пуçне хунă.
Тăшмана çĕнсе патваррăн,
Паттăр! Эсĕ сыввăн таврăн.
Тăван киле таврăнмашкăн.
Уçă хапха пулĕ саншăн.
Ырлăх-сывлăх çеç сунатпăр,
Саншăн питĕ хурлананатпăр,
Çĕрĕн-кунĕн кĕл тăватпăр.
Чăтăмлăх сана Тур патăр!
Ĕмĕр пултăр тесен савнăç
Кирлĕ пире тăнăç пурнăç.
Мирлĕ пурнăçа мĕн çитĕ,
Çакă кирлĕ пире питĕ!
Вăрçă тени тек ан пултăр,
Мирлĕ пурнăç хуçалантăр.
Çĕрĕн пичĕ чечеклентĕр,
Пирĕн пурнăç шав çĕклентĕр!
Кекен ялĕ, Никифорова Мелания.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 8