Ман умра пит пысăк ту, Пушкăртри Юрактау. Легенда пур ун çинчен, Çакна илтнĕ çынсенчен.
Тусемпе юханшывсем Пуçланса кайнисене Астутарĕ çынсене Çакăнта пулнă ĕçсем.
Ку ĕç пулнă пит авал, Çамрăксем пулнă айван. Килĕштернĕ çав тери, Юратса пĕрне-пĕри
Çурхи кун акă пĕрре Çамрăк каччă пĕр хĕре Шаннипе чунтан савса Хан патне пырса тăрса
Ыйтнă хĕрĕн аллине Пĕлтерсе юратнине. Анчах ашшĕ килĕшмен, Юрату мĕнне пĕлмен.
Ку хан пулнă пит усал, Калать каччăна хаяр: « Хĕрĕме эс ан хапсăн, Калăму пур-ши санăн? Илессÿ килсен сĕре, Хăвăн аннÿн чĕрине Чĕрĕлле илсе килсен, Парăп эпĕ хам хĕре.»
«Пурнăçа кĕртме май çук, Аннерен хакли ман çук. Мĕнле калăп аннене Пар тесе хăй чĕрине.»
«Сана парăнать вăхăт, Уйламашкăн вăхăт çук.» Кашни кун сехет шаккать. Ним тумашкăн пĕлес çук.
Ачин хуйхине пĕлсен, Амăш питĕ хурланать. Чĕрине туртса илсе Ывăлне тăсса парать.
Ак мĕнре анне вăйĕ! Чунĕпе вăл тем тăвĕ. Шеллесе хăй ачине Пама хатĕр чĕрине.
Аннене мĕн çитĕ-ши? Кам çакна ăнланĕ-ши? Анне вĕт хĕвел ăшши, Анне вĕт чĕре ташши.
Çак ĕçе ача курсан, Сехĕрленнĕ тем пекех, Çут хĕвел сÿннĕ пекех Хан патне çула тухсан.
Куçĕнчи куççулĕпе Çула та курманнипе Такăнса персе ÿкет. Чĕри амăшĕн шеллет:
Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Нет комментариев