Ухмах шыракан
юмах
Мĕн шыран, çавна тупан,
Шыраканăн çитмĕл çул.
Ухмахпа ухмах пулан,
Çавăпа чăтăмлă пул.
Пӗр арăм кашта ҫине
Вутă хунӑ типĕтме.
Кашти ÿкнĕ çĕр çине,
Лаплатнă вутти темме.
Карчăк макӑрса ларать,
Ăна курса йыт улать.
Старикĕ тултан кĕрет.
«Мĕн пулчĕ?»- ыйтса пĕлет.
«Ывӑл ҫуратас пулсан,
Ман кин пулнӑ пулĕччĕ.
Кинĕн ачи пулсассăн ,
Вутă айне пулĕччӗ!»
«Эх, ухмах, ухмах арăм!
Ăçтан эп сана тупрăм?
Тĕнчипе те çук пулĕ,
Санран пур çын та кулĕ».
Ир-ирех пуçтарăнать,
Ухмах шырама каять.
Пĕр яла пырса кĕрет,
Курсассăн пит тĕлĕнет:
Пĕр хĕрарăм урамра
Тарӑхса хӗнет чăхха.
«Ма чăхха хĕнетĕн-ха,
Мĕн турĕ-ши вăл вара»
«Чӑхӑ чӗпӗ кӑларчӗ,
Чӗпписем пур - сӗчӗ ҫук».
«Чăхăсен пулмасть сĕчĕ,
Эс, ухмах, сан ăсу çук,
Аллуна тырă тытса
Кӗтӗр-кӗтӗр! каласа
Пĕрчине пар эс сапса,
Çийĕç вĕсем савăнса».
Тĕнчере ухмах нумай,
Аслине ăçтан тупас.
Шухăша кайсан чылай,
Малалла утма шутлать.
Тепĕр ялта пĕр арăм
Вутă хутнă пулмалла.
Мăрйинчен урăм-сурăм
Тĕтĕм тухман тулалла.
Пÿрчĕ умне ларнă та,
Хутаççине тытнă та
Хура куççульпе йĕрет,
Сивĕ тытнă пек чĕтрет.
«Мĕн пулчĕ тата сана,
Мĕншĕн питĕ хурланан.
Кам хăрăмлатрĕ сăнна,
Апăçка пек курăнан.»
«Пÿрте тулчĕ йÿç тĕтĕм,
Сывлама та сывлăш çук.
Тĕтĕме эп сĕтĕртĕм,
Пурпĕр усси ним те çук».
«Мăрьерен тĕтĕм тухма
Тĕтĕм çулне уçмалла.
Пур ĕçе тĕплĕн тума
Пуçпа шухăшламалла».
Нумай иккен таврара
Манăн арăм пекки те.
Ухмах шыракан вара
Хăй килнех таврăннă тет.
Ухмахпа тĕнче тулнă,
Çак ĕç юмахра пулнă.
Ухмаха вĕрентесси –
Вилнĕ çынна чĕртесси.
Кекен ялĕ. Никифорова Мелания
Комментарии 4