Çил ачисем
чăваш халăх сăмахлăхне тĕпе хурса
çырнă юмах
Сĕм авал çак çĕр çинче
Пĕр хĕрарăм пулнă тет.
Унăн кивĕ пÿртĕнче
Ывăл ачи ÿснĕ тет.
Çак хĕрарăм Ивана,
Вунă çулхи ачана,
Армана шутлать яма,
Пур пек тырра авăртма.
«Çурăм çинчи михĕпех
Çитес çĕре çитĕпех.
Ку çăк маншăн - нимĕскер»,-
Тесе шутлать пĕчĕкскер.
Утнă çĕртех такăнать,
Михĕ çурăлса каять.
Ырашĕ юхса тухать,
Ачашăн нуша пулать.
Çил ачи вĕçсе пырса
Тăкăннă пур пек тырра
Уй-хир тăрăх алхасса
Сапаланă, тет, вара.
Ача пушă миххипех
Акă, килне таврăнать.
Амăшне хăй çитсенех
Каласа веçех парать.
«Мĕн çисе пурăнмалла?!
Ах, ачам, çил ачисен
Амăшне кайса кала
Хамăрăн нуша çинчен».
Анне кăмăлне тăвам,
Юрать, калаçса пăхам:
«Çил амăш, илтсем мана,
Чарăнса тăр кăшт кăна.
Чар тытса ачусене.
Сапаларĕç пур енне
Пирĕн пур пек тыр-пула.
Нимсĕр юлтăмăр çапла».
«Пĕлĕпĕр кам пулнине,
Кĕт ачасем киличчен.
Кам капла ашкăннине
Ыйтăп, пĕлĕп кашнинчен».
Аслă ывăлĕ çитсен,
Ыйтнă тÿрех хайхинчен:
«Эс-и алхасса çÿрен?
Ивана тăкак кÿрен?»
« Вăрманти йывăçсене
Эп ним мар йăвантарап.
Кун пек ирсĕр ĕçсене
Яхăнне те çулăхмап.»
Иккĕмĕш килсе çитсен
Вăрçать каллех хайхине:
«Эс -и Иван тыррине
Тустарса вĕçтерекен?!»
«Эпĕ сарай виттине,
Пÿрт тăррине тустарап,
Çил арман çунаттине
Çĕмĕрме те пултарап.
Манăн урăхла ĕçсем, -
Пурнăçра чи кирлисем.
Ниме тăман ĕçсемпе,
Хутшанмăп хам ирĕкпе».
Кĕçĕнни тин таврăсан,
Тăван амăшне курсан,
Хăйĕн айăпне тÿрех
Йышăнать иккен веçех.
Амăш шухăша каять:
Хăйхи арăм ывăлне
Тырă миххи вырăнне
Кукăль пама шут тытать.
Алла кукăль тыттарсан,
Ăшшăн ăсатса ярсан,
Çитсе кĕмесĕр килне
Çиме хушмасть кукăльне.
Каç та çывхарса килет,
Кунĕ те тĕттĕмленет.
Хăйĕн аппăшĕ патне
Çывăрма Иван кĕрет.
Çывăрма выртас чухне
Шăллĕ калать аппăшне:
«Ан пуçла эс кукăле,
Ĕç тумаççĕ сĕм çĕрле».
«Юрĕ, юрĕ! Пуçламап,
Алăпа пырса тытмап.
Çывăр , эс ывăннă пуль,
Ытла халран кайнă пуль.»
Шăллĕ çывăрса кайсан,
Кукăле касса пăхсан,
Тупнă унăн ăшĕнче
Тĕрлĕ апат. Ак тĕнче!
Аппăш часрах кукăльне
Пытарать те арчине,
Хăй ĕнер пĕçернине
Парса ярать шăллĕне.
Амăш кукăле курсан,
Чунĕпе тăвăлланса,
Кунпа килĕшменнине
Пĕлтерет, тет, хайхине:
«Ах, ачам, ан пул айван.
Пирĕн ыраш вырăнне
Панă кукăль сахалран
Тавăрса пар хăйсене.»
Çил амăшĕ канашлать,
Ывăлĕсенчен ыйтать.
Шутлаç кукăль вырăнне
Пама пĕр качакине .
Качаки пит чаплă тет.
«Кач качака! Кач!»теме
Килне çитмесĕр темме
Каламашкăн хушман тет,
Каç та çывхарса килет,
Кунĕ те тĕттĕмленет.
Хăйĕн аппăшĕ патне
Çывăрма ача кĕрет.
Выртас умĕн вĕрентсе:
«Аппа, çак качакана
«Кач, качака, кач! тесе,
Ан кала пачах ăна».
«Юрĕ-çке апла, аван.
Ывăннă пулсан, Иван,
Кан выртса тÿшек çине,
Çăмăллат кăшт кевтÿне.
Иван выртать çывăрса,
Аппăшĕ тула тухать,
Качака патне пырса
Асамлама тытăнать,
«Кач, качака!» тесенех,
Качакийĕ çийĕнчех
Уçса тулли енчĕкне,
Парать ылтăн-кĕмĕлне.
Аппăш çак качакана
Хупса хурать картана.
Ун вырăнне хăйĕнне
Парса ярать шăллĕне.
Иван çав- тер кăмăллă
Качакаллă пулнăран.
Амăш çав- тер хурлăхлă
Килĕнче ăна курсан:
«Кам-ха пулăшĕ мана
Усрама качакана?
Мĕн парса тăрантмалла?
Çавăтса кай каялла».
Анне кăмăлне тăвам
Юрать, калаçса пăхам.
Пĕтереймĕн юраса,
Кăмăлне курма пулса.
Çил амăш шутлать вара:
«Аптăратмăш ачана
Парса ярас чукмара,
Кĕртĕп ăс- тăна ăна».
Тек килсе çÿремессе
Çапла парне хатĕрлет.
Чукмара «Ĕçле!» тесе
Каламашкăн хушнă тет.
Каç та çывхарса килет,
Кунĕ те тĕттĕмленет.
Иван аппăшĕ патне
Çĕр каçма каллех çитет.
«Эсĕ, аппа,чукмара
«Ĕçле» тесе ан кала.
Шухăшла та пуç тавра
Тин вара ту хăвăнла».
Аппăш кунпа килĕшсе
Вырттарать те çывăрма,
Вăрттăн чукмара илсе
Тытăнать асамлама.
Васкатать хăй хальхинче:
«Ман шăллăм вăраниччен
«Ĕçле!» тесессĕн часах
Чукмар хăйне çавăнтах
Тытăнать тапма-çапма,
Аппăшне ăс-тăн пама.
Ниçта кайса кĕреймест,
Ним тума та пĕлеймест:
«Йăлăнса ыйтап санран:
Чукмарна чарсам, Иван!
Кукăльпе качакуна
Парăп каялла хăвна!»
«Чарăн, чукмар, алхасма!
Çитрĕ пулĕ ăс пама!»-
Иван чарса чукмара
Лăплантарчĕ, тет, вара.
Аппăш вара Ивана,
Кĕрсенех кăшт ăс- тăна,
Тавăрса вăрланине
Ăсатса ярать килне.
Хăйĕн хаклă мулĕпе
Таврăнсан килне Иван,
Мухтанса ывăлĕпе
Амăш савăнчĕ чунтан.
Çумлăн иккĕшĕ ларсан
Кукăль хуçрĕç çурмаран.
Унта купи-купипех
Апат тавраш тем чухлех.
«Кач, качака!» тесенех,
Качаки те çийĕнчех
Уçса тулли енчĕкне
Пачĕ ылтăн-кĕмĕлне.
Ылтăн пулсан - пурте пур,
Акă, халĕ пыр та кур:
Тырă - хăтлă пÿлмере,
Выльăх - ăшă витере.
Иккĕшĕ çĕнĕ пÿртре
Пурăнаççĕ рехетре
Ытлăн-çитлĕн çак кунччен.
Нушисем те çук иккен.
Çын мулне хапсăнакан -
Нимсĕр тăрса юлакан.
Вăй хурса тăрăшакан -
Ырлăхра пурăнакан.
Кекен ялĕ, Никифорова Мелания
Комментарии 3