Автор рисунков Николай Иванович Сладков (1920-1996)
ЧЕЕ ТИЛĔ- ТУС
Чăваш халăх самахлăхне тĕпе хурса
çырнă юмах
Старик кайсан сунара
Тилĕ тытса килнĕ тет.
Карчăкĕ кăмакара
Вутă хутнă пулнă тет.
«Карчăк, кивĕ çĕлĕке
Вăркăнтар кăмакана,
Тилĕ тытса килтĕм-çке,
Тин тухăпăр пуяна».
Мухтанать старик тем пек
Енлĕк тытса килнипе.
Савăнса хутаççине
Лартать карчăкĕ умне:
«Тилĕ-тус, тухсам кунта,
Кăтарт пире ташласа.
Мĕн ыйтнине тумасан,
Вĕçĕ пулĕ çакăнта!»
Старик çĕççине хăйрать,
Пичĕ савнăçпа çиçет.
Тилĕ шăлтах аптăрать,
Вилĕм çитнине сисет.
Ни чĕрĕ, ни вилĕ мар,
Тилĕ чеелĕхсĕр мар:
Унăн-кунăн пăхкалать,
Тухса тарма май шырать.
Тарăн шухăша каять.
Камăн вилес килĕ-ха?
Ваттин пуçне çавăрать
Часах персе ухмаха.
«Ну, Тилĕ-тус, виличчен,
Тиртен çĕлĕк пуличчен,
Пар-ха юрă юрласа,
Пирĕн кăмăла курса».
«Юрлăттăмччĕ юррăма,
Ташлăттăмччĕ ташшăма,
Кĕпе çук-çке çийĕмре,
Саппун та çук пилĕкре».
Карчăк йывăç арчинчен
Шурă кĕпе кăларать.
Саппунне пилĕкĕнчен
Салтса тилле çыхтарать.
Ташша хатĕрленнĕ пек
Тилĕ ун-кун уткалать,
Пăхса чее куçĕпе
Вăхăт тăсма тăрăшать:
«Ура хуçкаланмасан
Ташă ниепле ăнмасть.
Пуçра хушпу пулмасан
Ташшăн илемĕ пулмасть».
«Чăнкăр-чăнкăр хушпуна
Тăхăнтарăпăр тупса.
Кăтарт пултаруллăхна,
Эпир тăрар савăнса.
Санра чăваш кĕпи пур,
Пуçăнта хушпу та пур.
Ташласа пар, савăнтар,
Эпир ал çупса тăрар».
Ташлас кăна тенĕ чух,
Тиллĕн каллех темĕн çук.
Пăркаланма тытăнать,
Хăйĕн юрринех юрлать:
«Улмуççийĕн улми çук,
Улми çук та – илем çук.
Кирлĕ мана мăй çыххи,
Пулсан – пултăр лайăххи!»
«Парăпăр мĕн ыйтнине,
Тупăпăр мăй çыххине.
Тунă ăна тенкĕрен,
Арчари çут кĕмĕлрен».
Мăй çыххинчи тенкĕсем
Шăнкăр-шăнкăр янрасан,
Кĕпе, саппун тĕррисем
Куçсене савăнтарсан,
Ура хуçса ташласан,
Савнăç пулĕ ватсене.
Шута кайса кăшт тăрсан
Пуçлать тилĕ юррине:
«Юрри лайăх, лайăх та,
Ташшăм лайăхрах тата.
Саркаланса ташлама
Сулă кирлĕ аллăма».
Тату пурнăçăн сакки –
Стариккипе карчăкки –
Тупса пачĕç ыйтнине,
Турĕç тилĕ кăмăлне.
Тилĕ ташлама пуçлать,
Карчăкĕ пăхса тăрать,
Старик шăпăрне калать –
Савнасси хĕрсех пырать.
Хушпу тенки, мăй çыххи
Шăнкăртатса çеç тăрать.
«Яра пар!» тесе хайхи
Старик ташлама пуçлать.
Карчăкки те ал çупса
Хавхалантарса тăрать.
Хÿрине вылянтарса
Тилĕ çаврăнса ташлать.
Çĕлен пек авкаланса
Ташлать, тет, ура хуçса.
Ăшша пиçнĕ пек хăйне
Шăлкалать тек пит-куçне:
«Юрлăп татах юррине,
Татах ташлăп ташшине,
Пăчă. Уçăр кантăка,
Уçă тытăр алăка».
Уçса хучĕç алăкне
Уçăлтарма çурт ăшне,
Уçрĕç çурт чÿречине,
Турĕç тилĕ ыйтнине.
Хуçисем асăрхиччен,
Куç хупса ĕлкĕриччен,
Тилĕ сикрĕ алăкран,
Тара пачĕ тыткăнран.
Пĕтрĕ çĕлĕкĕ çунса,
Хăтăлчĕ тилли тарса.
Телей килет тилĕ пек,
Иртсе каять тĕлĕк пек.
Кекен ялĕ, Мелания Никифорова
Комментарии 6