Кĕсле ту çинчен
Слакпуç çĕрĕн илемлĕхне курса
Чи вăйлă туйăмпа калассăм килет.
Унти тавралăх илемне туйса
Вăрттăнлăхне ман пĕлессĕм килет.
Географи объекчĕсем – куç тулли:
Авалхи ятсем – аваллăх палли.
Аслă вар пуçĕ, Киремет çырми,
Кантăр вăрманĕ, Арман тăвайкки...
Кашни топоним вăрттăнлăх упрать,
Кĕсле ту ăçтан пулса кайнă-ши?
Çак ыйту мана пĕр канăç памасть,
Улăп паттăрăн ыр ĕçĕ мар-ши?
Ав Слакпуç ялĕ çумĕнчи уйра
Пушăртсен çĕрĕ сарăлса выртать.
Мăн асаттесем ĕлĕк-авалах
Вырнаçнă кунта хÿтлĕх шыраса.
Аслати турра пуç çапнă вĕсем,
Асамлă вăйне чунĕпе туйса.
Улăп патттăра Слапкуç çыннисем
Хăйĕн асĕнче ялан упраса.
Ак пĕрре çапла мĕн пулса иртет:
Çиçĕмĕ çиçет – аслати кĕрлет.
Çÿллĕ ту çинче вут-хĕм сирпĕнет,
Вĕри çулăмĕ ял çине ÿкет
Пĕтĕм тавралăх кĕлпе витĕнет,
Халиччен курман асамлăх çитет.
Тем пысăăш çын ту çине анать,
Ăна курнипех куç-пуç алчăрать.
Ак ларать Улăп, аллинче – 1.кĕсле:
Çÿллĕ ту çинче кĕслине калать.
Кĕслен уç сасси ян! та ян! каять,
Кашни кĕввийĕ чул ăшне кĕрсе
Вут-хĕм сирпĕтет, 2.вутчулĕ пулать,
Унăн хăвачĕ шыва тасатать.
Пĕтĕм тавралăх кĕвĕпе тулать,
Çак кĕсле юрри чуна çупăрлать.
Улăп çавăнтах куçран çухалать,
Аллинче кĕсли чул пулса юлать.
Ун асамлăхĕ кĕсле пек курнать,
Кĕсле ту! – тесе чăваш ят парать.
Кĕсле ту çинче выртакан вутчул
Пулăшать пире тĕрлĕ чир-чĕртен.
Усă куракан ÿсентăрансен
Сипĕхĕ çинчен пĕлет кашни çын.
Нихçан пулманни çакăнта пулать,
Ырри-усалли уççăн курăнать.
Чун ырă пулсан, ĕмĕр ыр курать,
Чун сивлек пулсан, хурлăх кăтартать.
Ваçанка 3.чăнкăр чулран çурт лартать,
Кĕсле ту çичен чулне сĕтĕрет.
Акă кур халĕ те ларать çак чул çурт,
Мăнаçлă палăк тейĕн инçетрен.
Яла çитсенех Кĕçтенттин ялан
Кĕсле ту тăрне хăпарать иккен.
Чулланса ларнă кĕсле ун чунне
Хăватлăх кĕртет, парать асамне.
Çак ту тăрринчи пукан пек ырă
Пĕр лаптăк шурă чул çинче
Ухсай та ларма суйланă вырăн
Инçе тавралăх умĕнче хăйне.
Кĕмĕл кăлканлă пархатарлă ту!
Санăн ырлăху - халăх пурлăхĕ.
Пурне те çитет, пире хапăл ту!
Санăн ыр яту ĕмĕр пурăнĕ.
Кĕсле ту çинчен ырă ят çÿрет,
Ун сăваплăхне халăх ĕненет.
Чăваш Улăпа чыс-хисеп тăвать,
Çеçке кăшăлĕ хурса хăварать.
1.кĕсле – муз.инструмент,гусли,
2.вутчуль – кремень,
3.чăнкăр чул -звенящий камень,
Кекен ялĕ, Никифорова Мелания
Нет комментариев