Аннерен çывăххи никам çук
Чи хакли вăл – Анне тĕнчере,
Ун сăнарĕ халь те чĕрере.
Мухтанатăп Анне пуррипе,
Савăнатăп эп ун ăшшипе.
Анне пирĕн пĕрререн-пĕрре.
Янăрать çепĕççĕн чĕлхере.
Вăл пур чух çут тĕнче те хитре,
Савăнса çеç тапать пек чĕре.
Çывăрмасăр çĕре ирттерет,
Çын пулма пиллесе ÿстерет.
Хаклăран та хакли тĕнчере
Упранать ĕмĕртен - ĕмĕре.
Пурнăçра чи кирли те – Анне,
Кашни çын чĕринче упранать.
Емĕртсе кăкрипе ачине
Пурăнмашкăн вăй-хал вăл парать.
Яланах ачисемшĕн çунса
Çын пулма пиллесе ÿстерет.
Ачисем инçетре пурăнсан
Чÿрече патĕнчен куç илмест.
Ватăлаççĕ çав час Аннесем,
Пурăнмашкăн вĕсемсĕр кичем.
Çитĕнеççĕ вĕсен ачисем,
Пурнăçăн çавăнта пур илем.
Анне тенĕ сăмах чĕлхере
Янăратăр ачаш кĕвĕре.
Хаклăран та хакли тĕнчере
Упранать ĕмĕртен- ĕмĕре.
Кивелмен, манăçман сăмахран
Вăтанма кирлĕ мар, чăвашсем.
Пит аван чăвашла каласан
Çак Анне тенине ачасем.
Пур пурин те Анне. Вăл пĕрре.
Ун сăнарĕ ялан чĕрере.
Вăл пур чух çут тĕнче те хитре,
Сар хĕвел йăл кулать тÿпере.
Хăв Анне пултăн-тăк ăнланан,
Аннÿне чун-вартан юратан.
Парнелетĕн çуралнă кунне
Ун юратнă чечек çыххине.
Чирлесен эс васкан ун патне,
Ватăлсан тăрăшан пулăшма.
Астусам ху камран пулнине,
Кам вăй хунă çут пурнăç пама.
Аннерен çывăх çын урăх çук,
Пурнăç çук тĕнчере унсăр чух.
Ĕмĕр тăршшĕ санпа пурăнмасть,
Асунтан хăй вилсен те каймасть.
Ыр Аннем!Упраймарăм сана,
Ирсĕр чир кĕшĕклерĕ чунна.
Сывлăхна туртса илчĕ инкек,
Ахальтен каламаççĕ иккен:
«Ал çинче çÿресен те йăтса,
Сиктерсен те çăка сăпкара,
Пурпĕрех эс юлатăн тăрса
Хăв Аннÿ умĕнче парăмра».
Манас марччĕ çакна, тăвансем,
Аппасем, йăмăксем, хĕрĕмсем,
Упраясчĕ Аннен ыр ятне
Малалла тăснă май ун ĕçне.
Тыттармашкăн чечек çыххине,
Тÿпери çут хĕвел ăшшине
Пултараймăп. Çакна пĕлтерем:
-Парнелле пултăр сăввăм,
Аннем!
Кекен ялĕ, Никифорова Мелания.
Комментарии 3