Кӗҫтенттин - ҫутҫанталӑк ачи,
Пушкӑртри Слакпуҫ ялӗн каччи
Ҫуралать Ваҫинка килӗнче,
Кун курмашкӑн Пӑртта йӑхӗнче
Ирхи шуҫӑм сапать тухӑҫа
Ӑш хӗвелӗн ачаш куллине.
Пурӑнма параҫҫӗ пурнӑҫа,
Турӑ хушса шӑпа пӳрнипе.
Туррӑн шӑпи кашнине ҫитет,
Шӑпа тухсан шӑпчӑк шӑпланать.
Пушкӑрт ҫӗрӗн чӑваш ывӑлне
Ҫав тер пысӑк талант парӑнать.
Кӗҫтенттин - санра мӗн чуль вӑй -хал
Кун -ҫул парӑнсан та сахал.
Эс поэт, учитель, фольклорист,
Куҫаруҫӑ, ӑсчах та художник.
Чӗрӗк ӗмӗр кӑна пурӑнан,
Пур ӗҫре те хӑвна кӑтартан:
Ҫыракан машинка ӑсталан,
Хапхӑна эрешлесе тӑван.
"Нарспи" поэма ҫырни вара
Ҫӗр ҫинче ырӑ ят хӑварма.
Вилӗмсӗрлӗх сана парӑнать
Ӗмӗр тӑршшӗ ятне асӑнма.
Пуҫласа кӑтартан тӗнчене
Мӗнлерех вӑл чӑваш иккенне:
Вӑл сӑпайлӑ, ӗҫчен те хастар,
Кирлӗ чух вара питӗ хаяр.
Сан сӑвву кӗвӗ пек янӑрать,
Вуласа тӑранаймӑн нихҫан.
Сан яту халӑхра упранать,
Ҫут ҫӑлтӑру сӳнмӗ нихӑҫан.
Кекен ялӗ, Мелания Никифорва.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 1