Предыдущая публикация
02.1914 - 24.10.1983).
Аннем! Ҫуралнӑ кунна
Халаллатӑп ҫак сӑвва.
Ах, аннеҫӗм! Ах, анне,
Ахах-мерчен аннеҫӗм!
Ырӑ турӑ-пӳлӗхҫӗм!
Пар ырлӑх анне чунне.
Паян сан ҫуралнӑ кун,
Лӑпкӑ ҫывӑр, хаклӑ чун.
Маншӑн эс эмел пекех,
Асӑмра эс ӗмӗрех.
Ӑшӑтатӑн хӗвел пек
Ман чуна парса хӗлхем.
Ҫупӑрлатӑн ҫулӑм пек
Калама ҫитмест чӗлхем.
Эпӗ питӗ кӑмӑллатӑп
Сар хӗвелӗн ӑшшине.
Аннем, сана юрататӑп
Хамӑн ӗмӗр тӑршшипе.
Ҫунатупала вӗҫетӗп
Ҫак асамлӑ тӗнчере.
Ялкӑшса эпӗ ҫиҫетӗп
Ҫунса тӑран чӗрере.
Санран хакли никам ҫук,
Эсӗ асран тухас ҫук.
Сан ҫуралнӑ кунӑнта
Тав тӑватӑп ыр сунса.
14.02.2025, Кекен ялӗ, Мелания Никифорва.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 1