(юрӑ кӗвӗлемелли сӑвӑ ) .
Пичче чӗнчӗ хӑнана
Хаваспах каяп .
Ыр кӑмӑллӑ тӑвана
Пит сума сӑвап .
Ай , пиччемҫӗм , пиччемҫӗм ,
Эс пурри - телей .
Атте евӗр тӑванӑм ,
Пирӗншӗн - тӗрев .
Аппа чӗнчӗ хӑнана
Савӑнсах каяп .
Чуна ҫывӑх тӑвана
Сӗре юратап .
Ай , аппамҫӑм , аппамҫӑм ,
Ялан ӑс паран .
Анне пек эс , тӑванӑм ,
Ҫумна пуҫтаран .
Шӑллӑм чӗнчӗ хӑнана
Кӑмӑлпах каяп .
Тараватлӑ тӑвана
Чунтан хисеплеп .
Ай , шӑллӑмҫӑм , шӑллӑмҫӑм ,
Пире вӑй паран .
Харсӑр , маттур тӑванӑм ,
Ӗҫре пулӑшан .
Йамӑк чӗнчӗ хӑнана
Васкасах каяп .
Пӑрчӑкан пек тӑвана
Шутсӑрах савап .
Ай , йӑмӑкӑм , йӑмӑкӑм ,
Кашниншӗн ҫунан .
Уҫӑ чунлӑ тӑванӑм ,
Хӑв патна туртан .
Хушса юрламалли :
Ытарайми тӑванӑмсем
Пӗрле пурӑнар .
Атте -: анне халалӗсе
Манса каяр мар .
Манса каяр мар ,
Сумран тухар мар .
Пӗрне - пӗри пулӑшса
Туслӑ пурӑнар .
(Св)
26 . 10 . 2 0 2 4 ҫ .
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 14