Предыдущая публикация
Высоцкий юррине итле-итле ,
Вӑл чӗррӗн куҫ умне туха пуҫларӗ .
Мӗнле хӑй саманине хӑйса питлет ,
Поэзири вӗҫ-хӗрсӗр унӑн ҫарӗ .
Пит кӗске вӑхӑтра ҫут ҫӑлтӑра тухма ,
Талант тени кӑна питӗ сахал .
Тӳпеллӗ гений яланах ,,ухмах ",
Анчах пӗлетпӗр чӑннине те халь .
Пӗр ҫын , кӗске пӗр пурнӑҫра ,
Вӑл ҫирӗм Пушкин , вун Есенин пулнӑ .
Ӑна юратнӑ Тухӑҫра та Анӑҫра ,
Ҫавӑнпа вӑл ӗмӗрлӗхе те юлнӑ .
Талантлӑ ҫын пур енӗпе маттур :
Хӗрарӑмсем сана савсан : эс - турӑ !
Искусствӑра кӑна ҫак майӗ пур -
Ним те унпа танлашаймӗ урӑх .
Высоцкий юррисене итле-итле ,
Куҫӑм умне тухать-ҫке Турӑ .
Спаҫҫипӑ , эс пулнишӗн ҫӗр ҫинче -
Мана никам та кирлӗ мар тек урӑх .
ТӲПЕ ЮРККИ
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 7