Аттеҫӗм! Аннеҫӗм!
Палласа илейрӗр-и?
Мӗнле пӗчӗк хӗр ача хуп-хура шӑрҫа евӗр куҫӗсемпе тинкерсе пӑхса ларать сирӗн ҫине ҫак сӑн ӳкерчӗк ҫинчен?
Нивушлӗ ҫак пӗчӗк хӗр пӗрчи сирӗн хӗрӗр?! Эпӗ ҫавӑн пек пӗчӗккӗ пулнӑ-ши вара?🥹🥹🥹
Ҫак сӑн ӳкерчӗк ҫине пӑхатӑп та халӗ пӗчӗк Олесян пысӑк ӗмӗчӗсене унӑн куҫӗсенче куратӑп!☺️✨Ҫунатлӑ ӗмӗтсӗм ун чухнех кӑварланнӑ-ҫке манӑн чӗрере!🎤❤️
Эпӗ ялта ҫуралса ӳснӗ. Ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемьере. Аттепе анне мана та, манӑн шӑллӑмсене те хӑйсен тулли юратӑвне парнелесе, ҫав вӑхӑтрах ҫирӗплӗхре ӳстернӗ.
Мӗн ачаранпах ӗҫе хӑнӑхтарнӑ.
Аттепе аннерен тӗслӗх илсе-ши, чун-чӗрем хастар пулнипе-ши,питӗ лайӑх ас тӑватӑп-6 ҫултах ӗне сума вӗреннӗ эпӗ. Тата мӗн пӗчӗкренех пӗрмаях тӗрлӗрен юрӑсем ӗнӗрлесе ҫӳреттӗмччӗ. Ӗне сунӑ чухне те юрла-юрла ӗҫлеттӗмччӗ☺️ Эх,анне вӑрҫатчӗ вара! “Ӗне сунӑ чухне те пулсан ан юрла-ха,тархасшӑн”,-тетчӗ😂
Ман вара ҫав тери юрлас килетчӗ!🙏🏻❤️🎼
Радиопа, телевизорпа кӑтартакан чӑваш юрӑҫӗсем юрласса, концерт кӑтартасса мӗн тери кӗтмен-ши!Пӗтӗм чӗререн хисеплекен Александр Васильев, Людмила Семенова, Стас Владимиров пултаруллӑхӗпе хавхаланса, киленсе ӳснӗскер эпӗ!❤️🎼 Чунтан кӑмӑллаттӑм вӗсен юррисене ун чухнех. Ҫав юрӑсене юрласах ӳсрӗм ӗнтӗ.Чӗрере
юрлас ӗмӗтӗме ҫак юрӑсемех ҫунат хушрӗҫ пулинех!🙏🏻🙏🏻🙏🏻
Маттур та пултаруллӑ юрӑҫсем ҫине пӑхса “Манӑн та ҫавӑн пек юрлас килет”,-теттӗм. Анне вара ҫаплах ятлаҫатчӗ😂 “Мӗн юрӑҫӗ пултӑр-ха санран?!”
-тетчӗ.
Атте! Анне!
Шутлама та пултарайман пуль ҫав эсир ун чухне сирӗн шӑрҫа пек хура куҫлӑ пӗчӗк хӗр пӗрчи ӳссе ҫитсен пысӑк сцена ҫине тухасса?! Хам ӗмӗтленме пултарнӑ-ши эпӗ ҫаплах пулса тухасса вӑхӑт иртсен?
Чӗрери ӗмӗтӗм паллах питӗ пысӑк пулнӑ манӑн🙏🏻🎤Анне ялти клубра ӗҫленӗ май, эпӗ вӑл йӗркеленӗ пӗр концерта та сиктермен. Кашнинчех хутшӑнса сцена ҫине тухса юрлама васканӑ. Хама паллӑ артистсемпе тан туяс килнӗ ӗнтӗ☺️Шкулта йӗркеленӗ концертсем те пӗри те мансӑр иртеймен нихӑҫан та❤️🎤
Чунра ачаран тӗвӗленнӗ ӗмӗтӗм пурнӑҫланнине тепӗр чухне халӗ те хам та ӗненместӗп! Ҫав пӗчӗк Олеся халӗ пысӑк Трактор тӑвакансен культура керменӗн сцени ҫинче ачаран хисепленӗ юрӑҫсемпе пӗрле тӑрса юрлать-ҫке🥹🥹🥹 Хӑйӗн пысӑк ӗмӗтне пурнӑҫласа унӑн юррисене юратса итлекенсемпе тулли концерт залӗсем пуҫтарать-ҫкӗ🙏🏻❤️ Ку маншӑн чи пысӑк чыс та телей!
Паянхи кунчченех эпӗ ҫак ачалӑхри ӗмӗт ҫуралнӑран хамӑн пултаруллӑх ҫулӗпе мӗнлерех утни ҫинчен каласа кӑтартма питӗ вӑтаннӑ. Мухтанать тесе калаҫҫӗ пуль теттӗм.
Апла калакансем те тупӑнӗҫ, паллах. Пурпӗрех манӑн чунри шухӑш-туйӑма каласа пӗлтерессӗм килчӗ.
Тен, кам та кам тӗслӗх илсе хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫлама вӑй-хӑват, хавхалану тупӗ манӑн пурнӑҫ ҫулӗпе паллашсан🙏🏻 Вара эпӗ тата та телейлӗрех пулӑп!🙏🏻❤️
Ҫапла. Ачаранпах юрӑ кӗвӗ тӗнчине пӗтӗм чунпа юратнӑ эпӗ. Паян та хамӑн пурнӑҫа юрӑ-кӗвӗсӗр пӗр кун та курмастӑп ❤️🎼
Маншӑн кашни ҫӗнӗ юрӑ ҫурални,сцена ҫине тухса юратнӑ кураканпа тӗл пулни, вӗсем мана ӑшшӑн алӑ ҫупса кӗтсе илни, хамӑн юрӑ йӗркисемпе ҫынсене савӑнтарни, кирлӗ чухне тӗрек пани темрен те паха маншӑн!🙏🏻
Ҫак сӑнӳкерчӗк ҫинчи Олесяна вара эпӗ тулли кӑмӑлпа калатӑп “Эсӗ пӗлсем-чун ыйтнине илтсе пӗчӗк утӑмсемпе пысӑк ӗмӗтӗм патне эпӗ ҫитме пултартӑм пултартӑмах!”🥹🙏🏻
(Малалли пулать📝…)
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 7