Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Пĕлтерет тӳпе çӳлтен Христос чĕрĕлни çинчен. Хĕвел тухать ташласа, Мăнкунпа саламласа. «Христос чĕрĕлнĕ», - тени, «Пурнăç вĕçĕмсĕр», - тени. Мĕн тери ырă хыпар, Чун – чĕрепе йышăнар. «Чăн – чăн чĕрĕлнĕ», - тесе, Ĕненсе, хĕпĕртесе, Шанăçпа çирĕплетер, Пур çынна та пĕлтерер. Мĕн чуль халăх чиркӳре, Тăнă хыççăн кĕлĕре, Савăнăçлă хыпарпа Тĕл пулать тус – тăванпа. Çутă Аслă кун паян, Чан сасси те ян та ян. Чĕрĕлĕх çак сасăра, Пур хăват та Турăра. Сӑвӑ авторӗ Клементьева Л.Ф. #хитре_сӑвӑсем#чăваш_сӑввисем#чăвашсем#чăваш_чĕлхи#Мăнкун