Делегация Чувашской национальной академии наук и искусств приняла участие в мероприятии.
...
"Хисеплĕ Иван Афанасьевич!
Хисеплĕ Виталий Михайлович!
Хисеплĕ Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕсем!
Хисеплĕ ĕҫтешсем, ăсчахсем, чăвашсем – тăвансем тата пурте-пурте-пурте!
Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академи президенчĕнчен Евгений
Евстафьевичран тата вице-президенчĕнчен Николай Егоровичран,
президиум пайташĕсенчен йышăнсамăр хĕрÿллĕрен те хĕрÿллĕ салам!
Сире кăçал Трак енри Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ йĕркеленнĕренпе 35 çул çитнĕ ятпа чун-чӗререн саламлатпăр.
Çак хисеп – нумай та мар, сахал та мар. Анчах та çак вăхăтра эсир, Чăваш Енĕн мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕсем, тăван халăхшăн мĕн
чухлĕ ырă ĕç турăр. Тăван чĕлхене упрас, малалла аталантарас, çитĕнекен ăрăва тăван халăх культурине юратма хăнăхтарас тивĕçе
те пурнăçлатăр. Чăваш сăмахĕ малалла та ирĕклĕн янăратăр тесе тăрăшни уйрăмах савăнтарать. Çакна Нестер Янкас ячĕллĕ Преми
лауреачĕсен йышĕ 109 çитни те ҫирĕплетет.
Паянхи çавра паллăна уявлама хăнана чĕннĕшĕн тав тăватпăр.
Юбилей ячӗпеле ăшшăн саламласа пурне те çутӑ кун-çул, çирĕп сывлӑх, вӑй-хӑват, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпӑр."
(У́керче́ксен авторе́: Щар)
Сума суса,
Академин яваплă секретарĕ Елизавета Долгова
24.12.2024
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев