Предыдущая публикация
Халӗ эпӗр санпа пӗрле мар,
Ик енче. Эпӗ сан, эс ман мар.
Пурнӑҫра мӗн пулсан та - пӗрех
Ан мансамччӗ мана эс вуҫех.
Аса ил чунна тунсӑх пуссан,
Аса ил пӗччен чух, йӑмӑлсан.
Шевле пулӑп та ҫитӗп - кӗтсем,
Ҫумӑнтан ҫеҫ ан пӑр, ан тӗртсем.
Аса ил кӗрхи ҫумӑр чухне,
Ас илтерӗп ӳксе сан ҫине.
Тумламсем - чун хӳхлевӗн юрри,
Ҫийӳпе юхӗ йӑрӑм йӗрри.
Сарӑ ҫулҫӑ чупать мал енчен -
Аса ил эс каллех ман ҫинчен.
Вӗлтӗр-вӗлтӗр вӗҫсе сан умна
Ҫитсе ӳкӗп - вылятӑп - сӑна.
Аса ил ӗмӗтсем хушшинче,
Каҫхи уйӑхӑн тунсӑхӗнче.
Ҫӑлтӑрсен ҫутинче - куҫӑмсем,
Пӗр сана ҫеҫ шыраҫҫӗ вӗсем.
Тен, тӗл пулӗҫ тинех чӗресем?
Тӗлӗкре те эп ҫӳрӗп пӗрлех,
Ан мансамччӗ мана эс вуҫех.
12. 09. 2024. Мая Салампи
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев