15.
Кӑрлач! Ҫӗр-пин тӗспе ялтратӑн!
Хӑш чух улатӑн кашкӑр пек,
Паян ӳкет кӑшт-кашт кӗрпе...
Йӗрет тӳпе — кӗрт ҫук ялта та.
...Тӗнче сасне илсе янраттӑн:
Кӗсле тытса калас килет!
Чун хам пӗлменнине пӗлет —
Тен, ҫӑлтӑр ҫунипе анрать тӑн!..
Анне пӑхать чӳречерен!.. —
Те иртнӗ ӗмӗр леш енчен:
Ачалӑхрах ҫӳреп пек эпӗ...
Нихҫан манми ӳкерчӗк ку!..
Кун-ҫул, чул ватрӗ чечекӳ!
Чӗркуҫленсе пуҫа пӗкетӗп.
-----------
Хушса ӑнлантарни:
14 уйрӑм сонета "французла мелпе" ҫыртӑм: abba abba ccd eed .
Сонет кӑшӑлне вара ҫирӗплетнӗ йӗркене кӑштах пӑсса явса пӑхрӑм, анчах ку - меслете ансатлатни те, чухӑнлатни те мар. Ку кӑшӑлти сонетсем умӗнчин юлашки йӗркинчен пуҫланса пырса ҫивӗтленмеҫҫӗ, анчах саланса та каймарӗҫ.
Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Комментарии 2
Экзюпери
Ăc-тăна вăл çaвăтать.
Твкăнсан та, тÿpлетет,
Итлеме ăна тивет.