Предыдущая публикация
12.
Нихҫан манми ӳкерчӗк ку:
Хӑй тӗллӗн уҫӑлчӗ те алӑк —
Урам тулли хаваслӑ халӑх!
Ҫав Аслӑ кун — асри ҫеккунт.
"Кукаҫ уявӗччӗ" ҫак кун:
Ял варринчи пӑшаллӑ палӑк
Ман кукаҫпа та пӗр шӑпаллӑ —
Ҫакна ӑнкарчӗ пӗрчӗкӳ
эс салтакла утса тухсан.
Кукам тӑрать куҫҫуль тӑкса,
Эп орден пек ҫиҫсе тӑратӑп...
...Нумай шыв юхрӗ унтанпа,
Ҫаплах кӗреп вутри танка:
Кукаҫӑн тӗлӗкне куратӑп...
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев