Предыдущая публикация
Тавтограмма.
Ҫӗлен ҫулӗ ҫитет.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑҫемӗн
Ҫил ҫуратрӗ ҫӗнӗ ҫемӗ:
Ҫепӗҫ ҫемӗ, ҫӗкленӳллӗ -
Ҫӗклентерӗ ҫӳллӗ-ҫӳллӗ!
Ҫамрӑклатӗ ҫӗнӗрен!
Ҫутӑ, ҫепӗҫ, ҫемҫерен
Ҫилӗ ҫук ҫак ҫемӗре.
Ҫураҫулӑх - ҫемйӗре,
Ҫамрӑка - ҫунат! Ҫӗмренлӗх!
Ҫӗн ҫӗрсемлӗ ҫӗн ҫеремлӗх!
Ҫулланни ҫитар ҫинче -
Ҫапла ҫиттӗр ҫӗр ҫичче!
Ҫӗр ҫаврӑнать - ҫаврӑнин,
Ҫӑлтӑр ҫунать - ҫунтӑрин!
Ҫӗр - ҫителӗклӗх ҫӳпҫи-тӗр:
Ҫук ҫынна - ҫимелӗх ҫиттӗр!
Ҫар ҫӗнтертӗр! Ҫӗнтерӳшӗн
ҫӗклӗп ҫуттине, Ҫӑлуҫӑ!
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑҫемӗн
Ҫил ҫаври ҫуратрӗ ҫемӗ...
Ҫил ҫухалчӗ - ҫеммине
Ҫӗклӗр ҫӑлтӑрсем ҫине!
31.12.2024.
Ҫӗнӗ Ҫулпа, ҫывӑх ҫыннӑмсем!
Ҫӗнтерӳшӗн ҫӗкленер, Ҫӗнтерӳшӗн ҫӗклер ҫуттине!
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 20
Çéнé çул Çéнтеру çулé пултáрах
Мӗнле илемлӗ те пуян - ҫке пирӗн чӑваш чӗлхи !!!