Предыдущая публикация
Кӗрхи кун тулӑх.
Ҫак кунсенче харӑсах "йӗкӗрешлӗ" пултӑм темелле пуль: икӗ "Ача" кун ҫути курчӗ 😊
"Ҫӗн Кун ачи" кӗнекере - Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ лартнӑ пьесӑн тулли варианчӗ, "Эреш-мен" пьеса-юмах тата тӗрлӗ жанрпа ҫырнӑ сӑвӑсем, куҫарусем.
"Ачаш ача" кӗнекере - шкул ҫулне ҫитменнисене тӗрлӗ сасӑсене тӗрӗс калама пулӑшакан сӑнарлӑ сӑвӑсем. Палиндромсем те пур (кӗнекен ячӗ те - палиндром). Пуҫламӑш классенче вӗренекенсем валли - уйрӑм пай.
Кама кӑсӑклӑ - ыйтма пултаратӑр.
Ӳнерҫисем - Наталия Андреевӑпа Георгий Фомиряков.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 8