Чӗнӳ чанӗ.
Чим!
Чӗремӗр чурӑсланчӗ-им?..
Чим!
Чӗлхемӗр чухӑнланчӗ-им?..
Чӗлхене чӑмласшӑн чӗмере,
Читлӗхри чарлан-им чун-чӗре?..
Чӑваша чан чӗнӗвӗпеле
Чир-чӗртен чӗртейӗн-ши, чӗрем?..
Чӑн чӑваш чӗлхи - чапсӑр чӗлхе-им?..
Чыссӑр чуралла чӗркуҫленер-им?..
Чӗрӗ чӗререн чӗрпӗк чӗлер-им?
Чӗрпӗк чӗлер-им - чӗпкуҫ чӗртер-им?
Чӗпкуҫ чӗртнипех чӑн чӗрӗлер-им?..
Чӑтӗ-ха чӗрем - чӑн чӑваш чӗри!
Чӗмсӗр чӑтаймасть - чӑтатех чӗрри!
Чӗрӗ чӗремрен чӗлӗх чӗлӗр-ха -
Чӗлӗхӗпеле чӗнӗр! Чӗнӗр-ха:
Чӗрӗ чӗлхешӗн чӑмӑртанар-ха -
Чӑваш чӗлхишӗн чӑтӑмланар-ха,
Чӗкеҫ чӗлхине чӗмлӗлетер-ха,
Чечеклетер-ха, чӗнтӗрлетер-ха!
Чӗмпӗрӗмӗрти чӑнкӑ чӑвашсем!
Чулхуламӑрти чӑрсӑр чӑвашсем!
Чӑн чӑваш чӗлхи чӗркуҫлентӗр-им?..
Чӗлӗ чӑмличчен... чӗн чӑмлӑпӑр-им?..
Чӗлӗм чӗртиччен - чӑрсӑрланайсан!..
Чанкки черккиччен - чӑркӑшланайсан!..
Чӑнкӑр-чӑнкӑрри - чурасенччӗ-иҫ!
Чӑштӑр-чӑштӑрри - чеййисенччӗ-иҫ!..
Чухласан - чухла. Чухлаймастпӑр-ҫке:
Чӑваш чатӑрӗ чӑлӑш-чалӑш-ҫке!..
Чӑн чӑваш чӗлхи чӑхӑмланӑ чух,
Чӑвашсен чӗри чухӑнланнӑ чух
Чышкӑпа чышса - чаплӑланар-им?..
Чавсапа чавса - чыслӑланар-им?..
Чӑвашра чапли чӑннипех чылай,
Чӑвашра чысли чӑннипех чылай.
Чӑлах чунланса, чапрас чунланса,
Чапран чаплисем, чӗлхене чӳклер-им?..
Черченрен черчен, чеченрен чечен,
Чипертен чипер чӗлхене чӳклер-им?..
Чӗрнипе чӗрет чыссӑр чӑлханни,
Чӗрет чӗрене, чӗрет - чухӑнни...
Чӗтрекен - чӗтрет: чунӗ чӑлах-ҫке.
Чӗнекен - чӗнет: чӗннӗ - чӗнӗ-ҫке!
Чӑн чӑваш чӗлхи - чӑваш Чунӗ-ҫке!
Чӗрӳнтен чикет чуххӑм ченӗҫке*...
Чим,
Чӗлхемӗр чухӑнланчӗ-им?..
Чим,
Чӗремӗр чурӑсланчӗ-им?..
Чеченлет чӑваш Чунне
Чӗрӗ чӗлӗхлӗ чухне:
Чӑн-чӑн чӗрӗлтӗр чӗлхе -
Чӑтӑмлӑ чӑваш чӗлхи!
Чӗвӗлти чӗлхемӗре
Чирлетеймӗ чӗмере!
***
Чӳхенех, чечек: чул-им - чӗрӗ-ҫке!
Чӑрӑш, чӳхенех (чараймастӑн-ҫке!)
Чӗвӗлтет, чепчен, чӗрнӳсем - чӗвен!
Чыхӑнтарӑн-им - чӗрӗлме чӗнен!
Чепчен чӗппи - чепченле,
Чӗкеҫ чӗппи - чӗкеҫле,
Чӑваш чӗппи чӑвашла
Чӗвӗлтеттӗр-ха: чыслар!
Ч.Ч!
Чӑмӑртанар, чӑвашсем:
Чӑваш чӗлхи чӑн чӗрӗлтӗр!
*ченӗҫке - вилка.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 2
Чиперлен, чечеклен, чӑн-чӑн Чӑвашӑн Чӑнкӑ Чиперкки!!!!!!