Предыдущая публикация
(Халӑх юрри майлӑ)
Текерлӗкӗн тӗпекӗ типтерлӗ-тӗр -
Такама та тӗлӗнтерӗ-тӗр.
Тусӑмҫӑм, тантӑшӑм, тӗнчи тертлӗ-тӗр -
Телейӗмӗр тени тӗрлӗ-тӗр.
Тинӗс тарӑн, тӗпсӗр тарӑн тетӗн-и -
Темӗн, тарӑнах-ши тӳперен?
Тӗнчи тискерлӗхпе тулнӑ тӳпеми -
Татах тарӑхатӑн, тилӗрен:
Тарай тутӑр тӗрри - тухӑҫран,
Тӗрлӗех те телей - тӑн-пуҫран.
Тӑван, тата темле тӗлӗк тӗлленӗпӗр,
Тата темле тамашаран тӗлӗнӗпӗр...
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев