"Салам, туссем! Хисеплĕ радиоитлекенĕмĕрсем, ырă кун сунатпăр сире пурне те..." - çапла сăмахсемпе пуçлатăп эпĕ хамăн Наци радиовĕпе кашни эрнере тухса пыракан "Самана таппи" обществăпа политика кăларăмне. Паллах, кăларăм ятне те, кăларăм пуçламăшĕнче янăракан сăвă-заставкăна та манăнах шăрçалама тивнĕччĕ. Акă, сăвă сăмахĕсем аяларах...
Çивĕч темăсене - ыраттаракан, пуç ваттаракан, хуравне шыраттаракан темăсене хускатма тăрăшатпăр. Паллах, тăван халăхпа, чĕлхепе, пуласлăх-малашлăхпа çыхăннă ыйтусем вĕсем.
Тĕслĕхрен, иртнĕ кăларăма Сергей Николаевич Гаврилов судмедэкспертпа медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Шупашкарти "Доктор с вами" клиника ертÿçи Венера Петровна Акимова экспертсем пулчĕç. Ой-й-й, еплерех çивĕч ыйтусене хускатрăмăр. Мĕншĕн çын тени сахал пуранать; мĕншĕн Шупашкарти кафе-ресторанта чăвашла калаçмаççĕ таранах... Тÿрĕ эфир пулнине кура радиоитлекенсем те шăнкăравласа хăйсен шухăшĕсене каларĕç. Мĕн тери ăслă-çке пирĕн халăх!!! Пуçлăхĕсен тата илтесчĕ-итлесчĕ те кăштах та пулсан вĕсене...
Повтор программы "Самана таппи" на Национальном радио состоится в понедельник, 30 сентября, в 17.10.
Самана таппи
Тĕрĕслĕх кăвайчĕ чунра сÿнмесен,
Хăюллăн утма мехел çитерсен,
Вăй-хална кура пурнăçа çĕнетсен,
Сана валли яр уçă çĕн самана таппи.
Ырăпа усала уйăрма вĕренсен,
Хытса ларнă чуна сăмахпа çемçетсен,
Хăюлăх тени ултава çĕнтерсен,
Сан аллунта, ентешĕм, çĕн самана таппи.
Эхер пĕри те тепри саккăрла çаптарсан,
Е тата ыр çынна пĕтерме хăтлансан,
Сăмах вăйĕ ÿкнине çĕкленме пулăшсан,
Тайма пуçăм сана, çĕн самана таппи!
Лидия Филиппова.
2018.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 2
Сире алӑ паракансем, пулӑшса пыракансем, хавхалантаракпнсем татах та нумайланса пыччӗр(вӗсемьхут ҫинче ҫеҫ мар, ӗҫпе те пплӑрса тӑччӗр--сирен пекех)
Мӗнле кирлӗ темӑсене хускатса-шӗкӗлтетӗр эсир кашни кӑларӑмрах, телевиденипе те, радиопа та.
Тавах сире, хисеплӗ, маттур, ӗҫчен те ӑслӑ Чӑваш Хастар Хӗрарӑмне!