( Александра Андеевна Морозăвăна халалласа çырнă юрă) Кĕвви А. Никитинăн, сăвви Ю. Мишшин. Никитинсем юрлаççĕ.
1.Тăвансем патне хăнана кайнă чухне Савăнăçпа манăн кăмăл тулать. Тăвансемпе тĕл пулсан чунăм юрлать, Юррăм каять çĕкленсе инçете.
2.Сарă кайăк юрлать сад пахчинче, Сасси тăван сасси пекех туйăнать. Тăвансемпе калаçсан чун савăнать, Чунăм савăннипе кăмăлăм тулать.
3. Ĕмĕр иртет, тăвансем, ĕмĕр иртет, Нимĕнле те ăна чарма çук. Эпирех те кайсан, ай, мĕн юлать? Ĕмĕр асăнмаллăх юррăм юлать.
Х/ю:
Çак юррăма юрлар-ха савăнса, Тăвансене ыр сунса, тав туса. Тăвансене курсан чун савăнать, Тăвансемпе пĕрле – чун юрлать.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев