💢В Музее Победы презентовали второй сборник рассказов о ветеранах СВО Сборник издан фондом «Защитники Отечества». В него вошли рассказы участников специальной военной операции. Это уже вторая книга, основанная на личных историях ветеранов СВО и членов семей погибших бойцов. В издании под редакцией Захара Прилепина были собраны воспоминания и рассказы участников специальной военной операции. При подготовке сборника в филиалы фонда поступило более 750 историй от ветеранов СВО и членов семей погибших героев. В итоге в книгу вошли 43 подлинные истории участников спецоперации. Фото: Пресс-служба ФЗО
    0 комментариев
    1 класс
    💢Полпред Президента России в ПФО Игорь Комаров стал наставником программы «Время Героев» 25 июля в Нижнем Новгороде он встретился со своим подопечным – полковником Александром Тихоновым, участником программы «Время Героев», инициированной Главой государства Владимиром Путиным. Полковник Александр Тихонов – уроженец села Яльчики – с первых дней начала СВО был на передовых позициях. За успешное выполнение боевых задач награжден пятью орденами, в том числе тремя орденами Мужества. Все три брата Тихоновы – участники спецоперации. ✔️Программа «Время Героев» реализуется Высшей школой государственного управления РАНХиГС – Президентской академией на базе Мастерской управления «Сенеж». Благодар
    0 комментариев
    1 класс
    "Тантăш" хаçатăн çĕнĕ номерĕнче: ✏ Димăпа Олег Тарасовсем — Шупашкарти милицин генерал-майорĕн В.А. Архипов ячĕллĕ кадет шкулĕн вĕренекенĕсем. ✏ Диана – гордость школы. Именно так хочется сказать об ученице Чиршкасинской школы имени Л.В. Пучкова Чебоксарского округа Диане Васильевой. ✏ Çăкалăх шкулĕнче пултаруллă ача нумай. Вĕренӳ отличникĕ, спортсмен, артист та пур кунта. Кашниех маттур, ĕçчен, çаврăнăçуллă. Çак йышра саккăрмĕш класс пĕтернĕ Аня Артемьева та пур.
    0 комментариев
    3 класса
    "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатан çĕнĕ номерĕнче: ✏Мария АНТОНОВА: Ача чухне анне ĕçнĕшĕн вăтанаттăм, халĕ çав туйăмшăн намăсланатăп. ✏Элĕк округĕнчи «Валинкке» халăх фольклор ушкăнĕ Костромара иртнĕ конкурс-фестивальте бурлаксен юррине кăтартнă. ✏ Вăрнар округĕнчи Пăваялĕнче пурăнакан Надежда Курсова вара 5 çухрăма çулла скутерпа е велосипедпа парăнтарать. Хĕлле çуранах сукмак хывать. ✏ Патăрьел округĕнчи Анат Тăрмăш ялĕнче маскировка тетелĕ çыхас ĕç хĕрсе пырать.
    0 комментариев
    2 класса
    Валентина Михайловна Даун ачана епле аталантармалли пирки интернетра тăтăшах информаци шыранă. Ытти ачасем епле ӳснине пĕлес килнĕ унăн. Çапла майпа вăл ашшĕ-амăшĕ пăрахса хăварнă Даун ачасене ӳстерекен учреждени сайтне лекнĕ. «Страницăна уçсан «хĕвеллĕ» хĕрачана Алинăна куртăм. Чун пăчăртанса ыратрĕ. Вăл манăн Анечка пекехчĕ. «Ăна хамăр пата илсе килсен аван пулмалла та…» — сăрхăнса кĕчĕ пуçа шухăш. Темшĕн çав ачан амăшĕ пулас килчĕ. Ку мĕн тери тăрлавсăр шухăш пулнине хам та ăнлантăм. Çавăнпа упăшкана çăвар уçма та хăрарăм. Эпĕ компьютерта çав ачан сăн ӳкерчĕкне пăхса ларнине хĕрпе ывăл курчĕç те: «Ку пирĕн Анечка-и?» — тесе ыйтрĕç. «Ку урăххи, ăна ашшĕ-амăшĕ пăрахса хăварнă», — хуравларăм эпĕ. «Пирĕн ача пултăр-ха вăл, атя ăна илсе килетпĕр», — ыйтрĕç аслă ывăлпа хĕр. Вара тин упăшкана каларăм. Вăл шухăша тӳрех ырламарĕ: ахаль те 3 ача-çке пирĕн, кĕçĕнни хăйне евĕрлĕ тата. Çине тăмарăм. Тепĕр уйăхран хăех документсем пуçтарма сĕнчĕ. Алина Мускаври ача çуртĕнче пурăнатчĕ. Пĕтĕмпех хатĕр пулсан, усрава илекен ашшĕ-амăшĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухсан унпа паллашма кайрăм», - аса илет Валентина Мешкова. Тĕплĕнрех – «Çамрăксен хаçатĕнче» (25.07.2024)
    0 комментариев
    1 класс
    💢Çĕнĕ çул уявлама 11 кун канăпăр Кану кунĕсем кăçалхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа çитес çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕччен тăсăлĕç. Кун пирки РФ Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ пĕлтернĕ. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин тата Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕсенче икшер кун кантарĕç. Çавăн пекех çак кунсенче кантарма йышăннă: 🔖Çу уйăхĕн 1-4 🔖Çу уйăхĕн 8-9 🔖Çĕртме уйăхĕн 12-15 🔖Чÿк уйăхĕн 2-4 🔖2025 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнчен пуçласа 2026 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕччен.
    0 комментариев
    2 класса
    «Çывăх çынсене мана чăвашла вĕрентме пĕрре мар ыйтрăм. Яланах вĕсем: «Кайран, кайран», — тетчĕç. Килте хам тĕллĕн чăвашла калаçрăм. Машинăра ларса пынă чухне чăваш юррисене итлесе ăнланма пуçларăм. Туссенчен чăваш сăмахĕсене вырăсларан куçарма ыйтаттăм, астуса юлаттăм. Ерипен предложенисем йĕркелеме хăнăхрăм. Хам та сисмерĕм, чăвашла калаçса кайрăм», - аса илет Алена Смирнова. Тĕплĕнрех – «Çамрăксен хаçатĕнче» (25.07.2024)
    0 комментариев
    10 классов
    Улатăр округĕнчи Стемас ялĕнчи Суетновсем 5 ĕне, 1 вăкăр тата 5 пăру усраççĕ. Чĕрĕ тавара сĕт пуçтаракана та параççĕ, ял-йыша та сутаççĕ. «Упăшка выльăх-чĕрлĕхе хăех пăхать. Эпĕ вара пулăшу кирлĕ чухне яланах çумра», — пĕлтерчĕ арăмĕ Татьяна Николаевна. Суетновсем пĕрремĕш ĕнене 3 çул каялла хăйсем валли тесе туяннă. Çав çулах Владимир Александрович хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленнĕ. Сăмах май, ку нумай ачаллă çемьешĕн патшалăхран тивĕçнĕ пĕрремĕш пулăшу кăна мар. Суетновсем «Çамрăк çемье» программăпа усă курса ялта çурт туяннă. «Патшалăх пулăшăвне тивĕçсен эпир яла куçса кайма шухăшларăмăр. Пирĕн вăтам ачан сывлăхĕ хавшакрах. Килте туса илнĕ апат-çимĕç çав-çавах усăллă. Çитменнине тата ун чухне пандеми пуçланнăччĕ. Ĕçсĕр юлас мар тесе эпир хамăр районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çул тытрăмăр. Мăшăр вăл вăхăтра вахта мелĕпе Мускава çӳретчĕ. Пире центрта соцконтракт çырма сĕнчĕç. Мăшăр шухăшларĕ те: «Атя, тытăнса пăхар», — терĕ. Эпĕ ăна çак ĕçре хавхалантарса кăна тăтăм», — пĕлтерчĕ Татьяна Николаевна. Тĕплĕнрех – «Çамрăксен хаçатĕнче» (25.07.2024)
    0 комментариев
    9 классов
    Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Русланăн юлташĕсем пĕрин хыççăн тепри унта хăйсен ирĕкĕпе кайма тытăннă. Хальччен Руслан Николаев çарта пулса курман. 18 çул тултарсан хĕр пĕрчийĕ ытла пĕчĕк пулнăран салтака илес вăхăта тăснă. Каярах тата урăх сăлтавсем тупăннă. Руслан та юлташĕсемпе пĕрле контракт çырса пăхнă. Дронсемпе ĕçлеме пĕлнĕрен оператор тивĕçне лайăх ăнланнă вăл. Çав енĕпе каясшăн пулнă — ăна тӳрех илмен. Вара вăл Шупашкарти Раççейри ĕненӳшĕн асап курса вилнĕ çĕнĕ çветтуйсен чиркĕвне повара ĕçе вырнаçнă. Анчах хăй ирĕкĕпе СВОна каяс ĕмĕтне пăрахăçламан. Андрей контракт çырса тухса кайсан тепре çар комиссариатне çул тытнă. Ку хутĕнче те ăна илсе кайман. Виççĕмĕшĕнче çеç, 2024 çулхи çу уйăхĕнче, арçыннăн ыйтăвне тивĕçтернĕ. Хăй ĕçлекен чиркӳри çынсем ăна çывăх тăванне ăсатнă пекех ăсатнă. Çветтуй Георгий турăшне, унсăр пуçне Кăшарни шывне парса янă. Тĕплĕнрех - "Çамрăксен хаçатĕнче" (25.07.2024)
    0 комментариев
    11 классов
    "Çамрăксен хаçачĕн" çĕнĕ номерĕнче: ✏ Алена СМИРНОВА: Çывăх çынсене мана чăвашла вĕрентме пĕрре мар ыйтрăм. ✏ Тĕлĕкре Николай Угодник килсе: «Руслан, хуçăлса ӳкме кирлĕ мар, малашлăха пăх», — тесе калани арçынна пурнăç çине урăхла пăхма хистенĕ. ✏ Улатăр округĕнчи Стемас ялĕнчи Суетновсен çемйинче сыр юратса çиеççĕ. Ăна вĕсем хăйсемех хатĕрлеççĕ. ✏ Валентина Михайловна Даун ачана епле аталантармалли пирки интернетра тăтăшах информаци шыранă. Ытти ачасем епле ӳснине пĕлес килнĕ унăн. ✏ ...Врачсем тухса кайсанах хĕрарăмсем кравать айĕнчен курткисене кăлараççĕ те килелле шăлтараççĕ.
    0 комментариев
    1 класс
  • Класс
  • Класс
  • Класс
  • Класс
Показать ещё