Злата калаçма тытăнсанах юрлама пуçланă. Килте те, урамра та, ача садне çитсен те пĕрмай юрă шăрантарнă. Пĕррехинче музыка ертӳçи Елена Алексеева: «Эсир Çĕрпĕве, Виктория Захарова юрăç патне кайса пăхăр-ха», — сĕнӳ панă. Мĕнех, Златăна вăл пĕрре юрлаттарса пăхнипех йышăннă. Ултă çултан ун патне çӳреме тытăннă.
«Виктория Владимировна тĕрлĕ енлĕ аталантарчĕ. Сцена çинче хăйне ирĕклĕ тытма пуçларĕ. Вăл Çĕрпӳрен Шупашкара куçни те чăрмав кӳмерĕ, ун патне тĕп хулана юрлама çӳреме тытăнтăмăр. Виктория Захарова ачасемпе çулталăкра тăватă хутчен отчет концерчĕсем йĕркелет. Халĕ пĕрле чăвашла çĕнĕ юрă çыртаратпăр. Вăл çамрăксем валли. Чи малтанхи тăван ял, тăван кил çинченччĕ. Златăн репертуарĕнче вырăсла юрăсем те пур», — палăртрĕ Елена Сергеевна.
Тĕплĕнрех – «Тантăш» хаçатра (06.03.2025)
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев