Çĕнĕ Шупашкарти Вера Азбукинăна çав тери хăюллă та çирĕп чунлă хĕрарăмсен йышне кĕртĕттĕм. Вăл Тăван çĕршыва ятарлă çар операцийĕнче хӳтĕлекен мăшăрĕ вăйлă амансан пĕр тăхтамасăр госпитале тухса кайнă, юратнă çыннине ура çине тăма пулăшнă. «Вера юратăва çăлса хăварчĕ», — теççĕ ун пирки халĕ.
Верăпа Владимира тусĕ паллаштарнă. Каччă — Владикавказра, хĕр Чăвашра пурăннăран малтанхи вăхăтра вĕсем интернет урлă çеç çыхăну тытнă. Пĕр-пĕринчен аякра чухнех чĕрисенче ăшă туйăм çуралнине туйнă вĕсем. Çавна май йĕкĕт икĕ уйăхран чылай çухрăма парăнтарса Чăваш Ене çитнĕ. Тĕлпулу хыççăн Верăна тӳрех качча тухма ыйтнă. Кайран вара пурăнмаллах килнĕ, çамрăксем çемье çавăрнă.
Тĕплĕнрех – «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра (06.03.2025)
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев