Алена Ефимова Элĕк тăрăхĕнчи Лупашка ялĕнче ахаль çемьере çуралса ӳснĕ. Вăл ача чухне ашшĕ те, амăшĕ те агрономра ĕçленĕ. Тăванĕсен хушшинче педагог пулман, анчах ăна ку професси мĕн ачаранах илĕртнĕ. Шкулта ăс пухнă чухне те вăл кам пуласси пирки иккĕленмен: вĕрентекен. Паянхи кун Алена Валерьевна Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет.
«Эпĕ çуралса ӳснĕ çемьере патриотизм воспитанийĕ яланах пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă», — терĕ Алена Валерьевна. Унăн ашшĕ Валерий Николаевич Афган вăрçинче пулнă, халĕ округри афганецсен пĕрлĕхне ертсе пырать. Паянхи кун вăл Элĕк округĕн администрацийĕн хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕнче вăй хурать. Шăллĕ Николай хальхи вăхăтра — ятарлă çар операцийĕнче, вăл унта мĕн пуçланнăранпах хутшăнать.
Тĕплĕнрех – «Çамрăксен хаçатĕнче» (06.03.2025)
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев