Шупашкарти юн куçармалли республика станцийĕнче донацие 30 ытла специалист хутшăннă, çав шутра — подразделенисен ертӳçисем те. Пурте пĕрле 15 литра яхăн юн пухнă.
Акцие хутшăниччен çăлавçăсем медицина тĕрĕслевĕ тухнă, анкета ыйтăвĕсене хуравланă.
«Юн донорĕ пулмалли акцие пĕрремĕш хутчен хутшăнтăм. Ку питĕ пархатарлă тата тĕрĕс ĕç. Çавăн пек мелпе кашни сывă çын тепĕр çынна пулăшма пултарать», — тет Раççей МЧСĕн тĕп управленийĕн 5-мĕш пушар-çăлав отрячĕн ертӳçи, шалти службăн подполковникĕ Алексей Александров.
Шупашкарти юн куçармалли республика станцийĕн трансфузиолог тухтăрĕ Татьяна Семенова палăртнă тăрăх, Раççей МЧСĕн ĕçченĕсем çак акцие тăтăшах хутшăнаççĕ, çын пурнăçне çăлмашкăн донор пулăшăвĕ мĕн тери пĕлтерĕшлине хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетеççĕ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев